Вылякансем:
Тарье инке – кил хуçи арăмĕ.
Марье – унăн хĕрĕ.
Анук – кÿршĕ хĕрĕ.
Варук – кÿршĕ хĕрĕ.
Çитăр – кÿршĕ каччи.
Санюк – малтикас хĕрĕ.
Хĕветуç - малтикас хĕрĕ.
Петĕр – Анукăн савнă тусĕ.
Павăл – турикас каччи, Марьене куç хывать.
Иван – купăсçă, Варукăн кÿрши.
Ялти пÿрт ăш-чикки. Варук инке хĕрсене хăй килĕнче улах ирттерме ирĕк парать. Марье ĕçрен пушансанах пÿрт-çурта илем, тирпей кĕртет. Çак вăхăтрах амăшĕ тултан выльăхсене хупса кĕрет.
Улах. Посиделки. Худож. П.Г. Кипарисов. 1957 г. | Улах. Посиделки. Худож. В.И. Агеев. 1987 г. |
Марье: Анне, пирĕн пата кĕçех ларма килеççĕ. Эсĕ ун çинчен манман-и; Шухăшсем улшăнман пулĕ-ха; Хирĕç мар-и;
Варук инке: Эй, хĕрĕм , пĕрре те хирĕç мар. Эпир те çамрăк чухне улах лараттăмăр. Халь аса илесси анчах юлчĕ ĕнтĕ. Хĕрĕм, пурте йĕркеллĕ пултăр çеç. Кам таврашĕ - çавăн йăхĕ тейĕç.
Марье: Çак анне ман питĕ те ырă кăмăллă-çке. Тепри патне та ярас çук.
Çав вăхăтрах урамран малтикас хĕрсем улах юрри юрласа кĕреççĕ. (№ 1)
Кил хуçи хĕрсене кĕтсе илет, тумтирĕсене çакма пулăшать. Хĕрсем ал ĕç хатĕрĕсемпе вырнаçса лараççĕ.
Тарье инке: Иртĕрех, вырнаçса ларăр. Пурин валли те вырăн çитрĕ-и;
Алăка шаккани, тăпăртатни илтĕнет. Марье алăк патне чупать. Алăка тул енчен тĕкеççĕ.
Марье: Хĕрсем, эсир-и; Сас парăр.
Тулта кулса яраççĕ. Кÿршĕри Варукпа Анук кĕрсе тăраççĕ.
Варук: Эпир килтĕмĕр. Юратчĕ-ши;
Анук: Паян тулта питĕ сивĕ вара. Хĕрсем, эсир мĕнле сивĕрен хăраман; Малтикасран кунта çитиччен питĕрсене тăм илмерĕ-и;
Хветуç: Улах тесен сивĕрен хăраççĕ-и вара; Пĕр кун улаха килеймесенех тунсăх
Анукпа Варук хăвăрт салтăнса хĕрсем хушшине вырнаçса лараççĕ те ĕçлеме пикенеççĕ.
Варук: (юнашарти Хветуç тĕрри çине пăхса) Хветуç, сан тĕрĕ шăрçа пек пулать вĕт –ха. Ман та сан пек тĕрлеме вĕренесччĕ.
Хветуç: Илсе кил ыран тĕрлемелли, вĕрентетĕп.
Тарье инке: Хветуçăн амăшĕ те ,улах ларнă чухне курса, тĕрре питĕ маçтăрччĕ. Унăн амăшĕнчен пăхса ялта нумай çын тĕрлеме вĕренчĕç. Улми йывăççинчен аякка ÿкместь пуь ĕнтĕ.
Тарье инке хĕрсен ĕçĕсене пăхса тухать.
Тарье инке: Ытла та маттур хĕрсем эсир. Кам качча илсе савăнăши сире; Пĕр çавра юрă юрлар-ха. Сирĕн хушшăрта, хам çамрăк чухне улах ларни аса киле пуçларĕ.
Хĕветуç: Мĕн тунсăхлă юрă юратпăр ара. Каччăсем пирĕншĕн йĕрес çук. Халь те çук-ха , ытти улахара савăнса çÿреççĕ вĕсем. Эпир пур, кулянса ларатпăр. Анук, эсĕ юрра маçтăр, пруçла хаваслăраххине: (№ 3)
Юрă вĕçленеспе кантăкран шаккани илтĕнет. Хĕрсем шартах сикеççĕ.
Марье: Каччăсем çитрĕç пуль ĕнтĕ. Майĕперех шаккама çук-шим; Хăратса çÿреççĕ, куштансем.
Марье алăка тухса уçать. Хĕрсем çав вăхăтра çи-пуçĕсене майлакалаççĕ, хитреленеççĕ.
Пÿрте 4 каччă кĕрсе тăраççĕ. Тарье инке ку вăхăтра кăмака хыçне кĕрсе выртать.
Марье: Килтĕр пулсан, иртĕр апла. Хăратса çÿретĕр.
Каччăсем хĕрсем çумне вырнаçаççĕ. Вĕсен ĕçĕсене пăхкалаççĕ.
Павăл: Хĕрсем, эп юратакан юрра пуçлар-ха. Унсăрăн кичем кунта.
Хĕрсем: Атя, пуçла-пуçла. ( Павăл юрă пуçлать № 4)
Юрă пĕтсенех Иван такмак калама пуçлать, Варука ташша чĕнет. Хĕрсем сак çинче ларсах, ĕçĕсене пăрахса, алă çупаççĕ. Каччăсем хĕрсене пĕрерĕн, йĕркепе ташшлама кăлараççĕ. (№ 5)
Петĕр: Çитет пулĕ ташласа. Атьăр, пиçиххи пăрахмалла выляр!
Хĕрсем пурте килĕшеççĕ. Малтан Петĕр пăрахать.
Петĕр: Ĕнер каç улах хыççăн Анука кам киле ăсатнă? Пĕрре, иккĕ, виççĕ...
Никам та пиçиххине тухса илмест. Петĕр Çитăра пырса пиçихипе виçĕ хут çапать.
Çитăр: Эпĕ ăна ăсатман. Эсĕ такампа арпаштаратăн мана.
Каччăсем: Пĕлетпер, пĕлетпĕр кама ăсатнипе кама ăсатманнине.
Петĕр: Кам-ха унта виçĕмкун Петюк Ваççисен умĕнче Иванпа нумайччен калаçса тăчĕ; Пĕрре...
Варук: Эпир нумай тăман. Çур сехет кăна тăнă.
(Пиçиххине тухса илет. Пурте кулаççĕ.)
Варук: Кам-ха Марьене яланах пĕремĕк çитерет; Пĕрре, иккĕ...
Марье хĕрелсе каять. Пуçне чикет.
Петĕр: Варук, эсĕ мĕнле пурне те курма ĕлкĕретĕн; Куçусем питĕ çивĕч иккен санăн.
Вăйă вылянă хушăра пÿрте вĕт-шакăрсем кĕрсе тăраççĕ. Вĕсем улах курас шухăшпа пынă. Петĕр ачасем кĕрсе тăнине курсан нумай шутласа тăмасть, шÿтлĕ сăмахсем каласа аллинчи пиçихипе вĕсене хăваласа кăларса ярать.
Петĕр: «Макар арăм мĕн ятлă?»
Пурте: Укаç!
Петĕр: «Ачи-пăчи мĕн ятлă?»
Пурте: Çĕмĕрес!
Ачасем «Çĕмĕрес» сăмаха илтсенех питĕ хăвăрт пÿртлен чупса тухса тараççĕ. Петĕр кулкаласа вăййа малалла тăсать.
Петĕр: Ют ял хĕрне ăсатма кайсан кам-ха унта патак çисе килнĕ; Пĕрре, иккĕ, виççĕ...
Хĕрсем кам та пулин тухасса кĕтеççĕ. Анчах никам та тухмасть.
Петĕр: Пирĕн ялсем патак çимеççĕ, хĕрсем. Ют ялтан килекенсне çеç патак çитереççĕ.
Хĕрсем: Ах, мухтанчăк. Тĕрĕсне каламаншăн хăйне çапас.
Варук пиçиххине туртса илесшĕн пулать, анчах туртса илеймест. Çитăр ăна хăй çумне лартать.
Санюк: Каччăсем, хĕрсем ытла та вăхăт хăвăрт иртрĕ. Атьăр, тепрер çавра юрă юрлар та саланар.
Иван купăсне тăсса ярать. Пурте юрă юрлаççĕ.(№ 5)
Хĕвелпи: Праянлăха саланар пулĕ. Ыран ирех тăмалла.
Павăл: Ыран ăçта пуçтарăнатпăр хĕрсем;
Санюк: Ыран систерĕпĕр. Халĕ каяр. Тавах, Марье, пире улах лартнăшăн.
Павăл Марьене тумланса тусма шăппăн ыйтать. Хĕрсем мăшăрăн-мăшăрăн сцена çинчен анса урамра (залра) карта шутлама тытăнаççĕ. Марье хĕрсене ăсатма тухать.
Анук: (Чарăнса тăрса) Чимĕр-ха хĕрсем, айтăр карта шутлар.
Пĕр хĕрĕ: Чăнах та. Кам кăçал качча каять.
Пурте: Айтăр, айтăр! (Хĕрсем карта шутла пуçлаççĕ. Камăн мăшăрлă çавă кăçал качча каять, камăн мăшăрсăр – кăçал качча каяймасть).
Марье: Мана мăшăрлă лекрĕ!
Хĕрсем: Кăçал качча каятăн. Хатĕрлен.
Варук: Эпĕ кăçал каяймастăп. Манăн мăшăрсăр.
Хĕрсем: Лар-ха аçу-аннÿ килĕнчех. Ир сана. ăçта васкатăн.
Павăл: (шÿтлесе) Варук, ан кулян. Тепĕр çул хамах качча илетĕп сана.
Хĕрсемпе каччăсем калаçса, кулкаласа залран тухса каяççĕ
ЧАРШАВ
Асăрхаттарни:
Сценаринче кашни хăйĕн вырăнĕнчи улах, хăна, урам, çамрăксен (историллĕ, сюжетлă) тата улах вăхăтĕнче вылянă вăйăсемпе, юмахсемпе, шÿтсемпе усă курма сĕнетĕп.
Сценари авторĕ – Владимирова Л.Н.