Главная страница Духовное наследие Литература Стихи о бабушке/дедушке на чувашском языке

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
Чебоксары - 550 лет

Стихи о бабушке/дедушке на чувашском языке

Кукаҫипе кукамай ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем

Афанасьев А.

Кукаҫи

– Этем-и, ҫын-и эпӗ?! – тетчӗ кукаҫи

Уявсенче пуҫне кайсан сӑра.

– Этем эп! – тетчӗ. – Эп – этем ачи! –

Янратчӗ хӑй никам ыйтмасӑрах.

Ир еннелле ура ҫине тӑрсан,

Кукамайран ыйтмастчӗ йӳҫҫине.

Алтӑрпала ӗҫетчӗ те уйран

Хуҫма ларатчӗ ҫӗн ҫӑпатине.

Этем-и, ҫын-и эп? – тесе вара

Чӗнместчӗ вӑл шӑп тепӗр уявччен.

Виҫ тунката вӗллеччӗ пахчара

Караслӑ пыл касатчӗ вӗсенчен.

Нумай-и илнӗ пыл? Ачисене

Тӑраниччен ҫимелӗх те ҫитмен.

Ҫу кунӗнче тухса урам хӗрне

Явма ӑстаччӗ тилхепе, вӗрен…

Кунҫулӗ явӑнчӗ тилхепелле.

Хӑйне кура телейлӗччӗ шӑпи.

Мӗшӗлтетсе ҫитсессӗн ҫитмӗле,

Вӗҫленчӗ юлашки ун тилхепи.

Ӗҫре вӑл курнӑ пурнӑҫ илемне,

Вӑл хапсӑнман ҫын тытнӑ кукӑле.

Тен, ҫавӑнпа этем тесе хӑйне,

Турра та мар, пуҫҫапнӑ хӗвеле!

 

Ишентей, Н.

Кукамай «лаши»

Ырӑ кӑмӑллӑ кукамая кӗтеттӗм

Эпӗ пуринчен ытла ача чухне.

Туяпа хуллен кӑштартатса килетчӗ,

Кучченеҫ парса тухатчӗ кашнине.

Ачапча валли пылак «шакки» – астармӑш –

Ывҫипех кӑларчӗ пӗринче хӗврен.

Пысӑк сахӑр катӑкне мана тыттарчӗ:

Пӗчӗкки час ҫитӗнтӗр ҫакна ҫисен.

Сак тулли ача шавлать, сӑйлать пурне те –

Хӑнапа уяв пӗрле ҫуреҫҫӗ ҫав.

Пӗр хӗве хумалӑх пӗчекҫӗ парне те

Хуйхӑ астивмен чух – чи хавас уяв.

Аслисем кӑна ҫурма саспа пуплетчӗҫ:

«Колхозра кӑҫал тырри валеҫӗнмен…»

«Куспромри «чӑпта хуҫи» пыма чӗнет, тет…»

«Заемне саплар ача укҫи илсен…»

Кукамай кайма пуҫтарӑнчӗ: «Вӗт-шакӑр,

Ҫавӑтса килсемӗр манӑн лашана».

Тӗлӗнсе кӑн-кан пӑхатпӑр. Маннӑ, ахӑр.

Астӑватпӑр-ҫке – килсеччӗ ҫуранах.

Вӑл татах: «Ав, кӗтесре тӑрать хӑраххӑн

Ҫул ҫинчи ҫынна ҫур вӑй хушаканни.

Хуҫине кура, «лаши» те ырханрах ман.

Ерипен кӑштӑртатса ҫиткелӗп-и?»

Пуринчен те пысӑкрах аппа ӑнкарнӑ

Кукамай пире кӑштах шахвӑртнине.

Туйине пырса тыттарчӗ васкаваррӑн,

Ӑсатмашкӑн кайрӗ ялӑн леш вӗҫне.

Ҫавӑн чух пичче мана каларӗ: «Кайӑп

Ҫирӗп ҫӗн туя касмашкӑн вӑрмана».

«Ҫул лаши» хавассӑн юрттӑр кукамайӑн,

Ҫӑмӑллӑн ҫӳретӗр ҫӑмалпа кӑна.

 

Кукамипе кукаҫи

(Шӳтлӗ юрӑ)

Сӑвви халӑхӑн

Кӗвви А. Бурундуковӑн

Кукамипе кукаҫи

Кукӑль пӗҫереҫҫӗ,

Кукӑль пӗҫереҫҫӗ –

Чуптуса илеҫҫӗ.

Кукамипе кукаҫи

Хӑнана каяҫҫӗ,

Хӑнана каяҫҫӗ –

Юррине хываҫҫӗ.

Пуйӑс килет, пуйӑс каять

Куками ларса каять,

Кукаҫин те лармаллаччӗ –

Чӗлӗмӗ манса юлать.

Пуйӑс каять, пуйӑс килет,

Куками ларса килет,

Кукамине кукаҫи

Кӑмӑлсӑр кӗтсе илет.

Кукаҫипе куками

Хӑма савалаҫҫӗ,

Хӑма савалаҫҫӗ –

Хирӗҫсе каяҫҫӗ.

Ах, мӗн-ма-ши сарӑ кайӑк

Турат ҫине лараймасть?

Ах, мӗн-ма-ши кукамийӗ

Кукаҫине юраймасть?..

 

 

 

Геннадий Юмарт

Асанне-кукамай

Йышлӑ пулнӑ сумлӑ пикесем,

Пӗринчен тепри вӗсем сӑваплӑ.

Мӗн тери илемлӗ ячӗсем!

Мӗн тери хайсем мухтавлӑ, чаплӑ!

Манӑҫа тухни гата мӗн чул!

Пурпӗр ҫухалман вӗсен ӗҫ-хӗлӗ.

Выртнӑ вӑрӑм-вӑрӑм йывӑр ҫул,

Шӑрӑхӗ ҫунтарнӑ, шӑнтнӑ хӗлӗ.

Ют ҫӗртен хӗр илнӗ хунама,

Шухӑш-кӑмӑл пӗрлешсе шӑраннӑ.

Вӑл вут чулӗ пулнӑ сыхланма,

Вӑй илмешкӗн хай мелне шыранӑ.

Юрласа сиктернӗ сӑпкине,

Хӑнара, ӗҫре юрланӑ юрӑ.

Вӗсемех упранӑ чӗлхене, —

Хӑйсене татах упратӑр Турӑ.

Ҫак пуянлӑх — пирӗншӗн элем,

Ӗмӗр пухнӑ ытарми пахалӑх.

Ҫак пуянлӑх — тӗнчери илем,

Хӑй сӑнне унпа кӑтартӗ халӑх.

Тухтӑр чӗрӗлсе паян ума

Сумлӑ пикесен маттур сӑнарӗ.

Тивӗҫ мар-ҫке хамӑр та манма,

Хӑш-пӗрне татах та асӑнар-и?

 

Валентина Пугачева

Юрӑсем эпир юрлатпӑр

Кукамайӑмпа пӗрле

Кӑнтӑрла,каҫпа, ҫӗрле

Янрататпӑр ян та ян

Тӗрлӗ юрӑсем ялан.

Улӑхпа ҫаран ҫинчен,

Йӑлтӑркка шур юр ҫинчен,

Атӑлпа вӑрман ҫинчен,

Савнӑҫпа кӗтрет ҫинчен.

Авалхи юрӑсене

Час-часах ҫине-ҫине

Макӑрсах эпир юрлатпӑр,

Хурлӑ туйӑмпа тулатпӑр.

Кашни юрӑ хӑйне майлӑ,

Хӑшӗ хурлӑ, хӑшӗ стайлӑ,

Хурлӑхли чуна хуҫать,

Кулӑшли чуна уҫать,

Хӑш-пӗри ташша чӗнет,

Кӑмӑл ырлӑхӗ сӗнет:

Тӑпӑрт-тӑпӑрт ташлама

Чараймастӑп эп хама...

Кукамайӑмпа ялан

Юрӑ янратар ян-ян!

 

Ҫӑлкуҫ, П

Кукамайӑм, кукамай

Мӗн тери, туссем, аван

Манӑн кукамай.

Эп ӑна мухтам чунтан

Сӑвӑ ҫырнӑ май.

Вӑл манпа пӗрле чухне

Пӑхнӑ сар хӗвел, –

Питӗ ырӑ чӗрене,

Куҫ тулли телей.

Вӗрентет куллен мана

Тӗрӗс пурӑнма,

Вулама, апатланма,

Сывлӑхлӑ пулма…

Ытарми кукамая

Пӗтӗм кӑмӑлтан

Пуҫӑма тая-тая

Тав тӑвап паян.

 

Лариса Петрова

Кукамай

Пӗлетӗн-и эс, кукамайӑм,

Ӑш пиллӗ сӑнна курсанах

Чунри хӗлӗхсем те пӗр майӑн

Кӗвве халаллаҫҫӗ санах.

Мӗн чухлӗ сӑлтав савӑнмалӑх!

Телей – эс пурри, кукамай…

Ҫулу вӑрӑм пултӑр утмалӑх.

Эс пурӑн татах та нумай!

 

Валентина Пугачева

Вӑрманти уҫланкӑра

Кукамайпа иксӗмӗр

Кӑмпа татма килтӗмӗр.

Вӑрманти уҫланкӑра

Наркӑмӑшлисем кӑрах!

Шӑна кӑмписем лараҫҫӗ,

Хӗрлӗ питлӗн йӑмӑхаҫҫӗ,

Хӗвел евӗр хӗм тӑкаҫҫӗ.

Ҫул ҫинче те айккинче

Лапамра, тӑвайккинче

Куҫ хӗсеҫҫӗ, илӗртеҫҫӗ,

«Тат мана!» - тесе сӗнеҫҫӗ.

Карҫинккана вырнаҫасшӑн,

Манпала пӗрле пырасшӑн.

Ҫук, сире эпӗ татмастӑп.

Эп кӑмпасене паллатӑп.

Тунката кӑмпи эп пухӑп,

Хурӑн кӑмпи татса тухӑп.

Лайӑх кӑмпасем шырарӑм,

Анчах ним те тупаймарӑм.

Ӗмӗтлентӗм, ӗмӗтлентӗм...

Килелле кайма сӗмлентӗм.

Чим, лутра хурӑн ҫумне

Кам-ха пӗкнӗ шлепкине?

Хурӑн кӑмпи мар-и ҫак?

Ах, епле мӑнаҫ маҫак!

Пӗччен мар-тӑр ку юлташ!

Мӗн сӗнет хурӑн тавраш?

Пӗр тӑрса, пӗр пӗшкӗнсе,

Питӗ хытӑ тинкерсе

Пӑхкалатпӑр тавралла.

Пӗччен мар кӑмпа, паллах!

Ак, кӑмпа асламӑшӗ,

Ашшӗпеле амӑшӗ,

Ачисем пур йышӗпех -

Сарӑ-хӑмӑр шлепкепе

Меллӗн мӑк ҫинче лараҫҫӗ,

Куҫ хӗссе чеен кулаҫҫӗ.

Улталас тетӗр, эппин?

Пытанаймӑр ӗнтӗ тин...

Кунӗпех сире шыратпӑр.

Тупрӑмӑр. Татма пуҫлатпӑр.

Васкӑр-ха карҫинккана!

Унта выртӑр пӗр кана...

 

 

Абрамова, П. Кукамай такмакӗсем / П. Абрамова // Канаш ен. – 2008. – 25 кӑрлач (№ 10-11). – С. 5.

Афанасьев, А. Кукаҫи : [сӑвӑ] / А. Афанасьев // Ялав. – 1976. – № 10. – С. 23.

Васильева, Н. Григорьева-Егорова, А. И. Аннеҫӗм ; Юратнӑ кукамай / А. И. Григорьева-Егорова // Педвузовец. – 2007. – 23 февраля (№ 2-3). – С.7.

Егорова, И. Кукаҫи : [сӑвӑ] / И. Егорова // Канаш ен. – 2008. – 22 нарӑс (№ 23-24). – С. 2.

Ишентей, Н. Кукамайпа пӗрле чей ӗҫни : [сӑвӑ] / Николай Ишентей ; Мария Арлан ӳкерчӗкӗсем. – (Поэтсем – ачасем валли) // Тетте = Игрушка. – 2008. – № 3. – С. 3.

Ишентей, Н. Кукамай «лаши» : [сӑвӑ] / Н. Ишентей // Ишентей, Н. Турӑ кӑмӑлӗ : сӑвӑсемпе поэмӑсем / Николай Ишентей. – Ҫӗрпӳ, 1997. – С. 70.

Казанцева, Е. Кӗркунне ; Хӗл ларчӗ ; Кукамай : [сӑвӑсем] / Е. Казанцева // Урал сасси. – 2007. – 18 кӑрлач (№ 2).

Карай, Н. Кукамайсен парни : [сӑвӑ] / Николай Карай // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. – 2001. – 20 ака (№ 16). – С. 11.

Кукамӑш хӳхлевӗ : [сӑвӑ] / Нина Васильева // Канаш : Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен хаҫачӗ Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Н. Я. Бичурин тата чӑваш халӑхӗн ҫамрӑксен Альпӑрт Канаш ячӗллӗ премисене тивӗҫнӗ. – 2019. – 6 авӑн/сентябрь (№ 36). – С. 6. – (Литература тĕпелĕ).

Кульметьева, В. Хыпарсӑр ҫухалнӑ кукаҫей : [сӑвӑ] / В. Кульметьева. – (Кун хыҫҫӑн кун) // Туслӑх. – 2011. – 6 май (№ 43). – С. 4.

Ларионов-Йӗлмел, Н. Кукаҫей : [сӑвӑ] / Николай Ларионов-Йӗлмел // Сувар : Тутарстан Республикинчи чӑвашсен обществӑпа политика хаҫачӗ. – 2020. – 8 май/ҫу (№ 18). – С. 8.

Моисеева, Д. Кукамай ; Анне : [сӑвӑсем] / Д. Моисеева. – (Сӑвӑ сӗвемӗ) // Ҫӗрпӳ хыпарҫи. – 2008. – 11 ака (№ 44-45). –С. 4.

Нестеров, Н. Кукаҫипе куками : [сӑвӑ] / Н. Нестеров // Сувар (Тутарстан Республики). – 2008. – 11 кӑрлач (№ 1-2). – С. 4.

Петрова, Л. Кукамай : [сӑвӑ] / Лариса Петрова // Саламлӑр аннӗре : калавсем, юмахсем, сӑвӑсем : [кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли]. – Шупашкар, 2019. – С. 74.

Пугачева, В. Вӑрманти уҫланкӑра: [сӑвӑ] / В. Пугачева ; Р. Сарпи [куҫарнӑ] // Тӑван Атӑл. – 2008. – № 3 (пуш). – С. 121–123.

Пугачева, В. Юрӑсем эпир юрлатпӑр: [сӑвӑ] / В. Пугачева ; Р. Сарпи [куҫарнӑ] // Тӑван Атӑл. – 2008. – № 3 (пуш). – С. 121.

Ҫӑлкуҫ, П. Кукамайӑм, кукамай : [сӑвӑ] / Петӗр Ҫӑлкуҫ // Ялав. – 2004. – № 5. – С. 124-126.

Ҫӑлкуҫ, П. Кукамайӑм, кукамай : сӑвӑ / Петӗр Ҫӑлкуҫ ; худож. Н. А. Васильева. – Шупашкар, 2009. – С. 14.

Шӗнерпи, О. Мӑнукӗпе кукамӑшӗ : [сӑвӑсем] / О. Шӗнерпи // Наше слово=Пирӗн сӑмах (Мариинско-Посадский район). – 2007. – 14 ака.

Ыръят, А. Ах, анне, асанне, кукамай... : [сӑвӑ] / А. Ыръят // Канаш. – 1998. – 26 авӑн (№ 39). – С. 1.

Кукамипе кукаҫи : [юрӑ] / сӑвви халӑхӑн, кӗвви А. Бурундуковӑн // Юратнӑ юрӑсем. – Шупашкар, 1991. – С. 38.