Стихи о маме, папе, бабушке и дедушке на чувашском языке
Свадебные поздравления на чувашском языке (Туй сăмахлăхĕ)
Юбиляру: Аллӑ ҫул — паллӑ ҫул (Пятьдесят лет — заметная дата).
Пожелание уезжающим (путешественнику): Каяс ҫул такӑр пултӑр, ларас вырӑн типӗ пултӑр! (Пусть дорога для ходьбы будет ровной, а место для отдыха — сухим!)
Пожелание невесте: Ӗмӗрӳ сурпан пек вӑрӑм пултӑр, хушпу кӗмӗлӗ пек ҫутӑ пултӑр! (Пусть век будет долгим как сурбан, светлым как монета на хушпу! )
Пожелания юбиляру:
Сакӑр сӑхман, хӗрӗх кӗпе ҫӗтмелле пултӑр! (Износить вам восемь кафтанов, сорок пар белья!)
Пурӑнас ӗмӗр вӑрӑм пултӑр, вилес кун канлӗ пултӑр (Чтобы жизнь была долгой, смертный день — спокойным).
Из книги: Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, сутмалли юмахсем. Чувашские пословицы, поговорки и загадки / Сост. Н.Р. Романов. — 3-мӗш кӑларӑм. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2012. — 351 с.
Сывлӑху чӑваш юманӗ пек ҫирӗп, ӗмӗрӳ аслӑ Атӑл пек анлӑ, утас ҫулу такӑр, вӗҫес пӗлӗтӳ уяр пултӑр. Мӑнукусем куҫ тулли телей парнелеччӗр, сӑн-питӳ ялан савӑнӑҫпа ялкӑштӑр, ҫӗр ҫинчи мӗн пур таси, ырри, телей кӳрекенни санпа пӗр ҫулпа уттӑр.
Ан чирле, ан ватӑл нихӑҫӑн, пул хаваслӑ, кӑмӑллӑ ялан.
Ӑшшуна паратӑн ҫке чунтан, эсӗ хаклӑ пире ылтӑнран.
* * *
Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртсе хыҫӑ юлсан та,
Эс уншӑн ан кулян, ан пӑшӑрхан,
Пул сывлӑхлӑ ялан, ҫапла пулсассӑн –
Укҫаллӑ этемрен те эс пуян.
* * *
Юман пек ҫирӗп сывлӑх, сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр, иксӗлми телей сунатпӑр.
Саншӑн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫалтӑр,
Саншӑн ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел.
Савӑк сар кайӑк ҫӗн юрӑ ҫураттӑр,
Ырлӑх, телей кӳтӗр ҫак юбилей.
* * *
Ҫуралнӑ кунпала салам сана, аннеҫӗм
Чи ҫирӗп сывлӑх та телей сана, чӗкеҫӗм!
Тӑватпӑр тав сан ҫепӗҫ алсене,
Сан тимлӗхне, ачашӑн ҫуннине,
Чирлесен пӗр куҫ хупманнине…
Нихӑҫан та тав туса пӗтереймӗн!
Ҫак кун ҫуралнӑ эсӗ ҫӗр ҫине,
Ытарайми, чи хаклӑ ҫын –Анне!
* * *
Хурҫӑ пек ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей сунатпӑр.
Пурӑнма сунатпӑр ҫӗр ҫулччен,
Пултӑр сывлӑх мӗн ватӑличчен.
Эс пурри пире савӑнтарать
Пур тӑван та сана саламлать.
* * *
Сывлӑхӑр чул пек ҫирӗп, утас ҫулӑр тумхахсӑр пултӑр, чӗрӗр ҫурхи кун пек юрлатӑр.
Нумай ырлӑх сунатпӑр
Вӑрӑм ӗмӗр пиллетпӗр.
Вӑй-халу пултӑр иксӗлми,
Утсам пурнӑҫ ҫӳлӗпе пӗр такӑнми.
* * *
Ӑшӑ чун, ырӑ кӑмӑл санра
Ҫӑлкуҫ шывӗ пекех иксӗлмест.
Тӗнчере эс пурришӗн Турра
Тав тумашкӑн сӑмах та ҫитмест.
* * *
Саншӑн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫӑлтӑр,
Саншӑн ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел.
Савӑк саркайӑк ҫӗн юрӑ юрлатӑр,
Сунатӑп сывлӑх та пысӑк телей.
* * *
Сирӗн пурнӑҫ – пирӗншӗн ыр тӗслӗх,
Ӑмсанатпӑр чӗререн сире.
Ҫут мерчен пек кӗмӗл тӗслӗ
Ҫӳҫӗрсем ҫинче выртать тӗтре.
Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне,
Йышӑнсамӑр тӑван ачӑрсен саламне.
Сиртен хаклӑ ҫынсем урӑх ҫук тӗнчере,
Сирӗн ҫутӑ сӑнарӑр пирӗн чун-чӗрере.
* * *
Пире чун парса тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстернӗшӗн, ӑс панӑшӑн ҫӗре ҫити пуҫ таятпӑр.
Сан сывлӑху тӗреклӗ пултӑр,
Ҫӑлкуҫ пек тӑтӑр вӑл тапса.
Телей хӗвелӗ саншӑн ҫӳнтӑр,
Ҫапла калатпӑр ыр сунса.
* * *
Сывлӑхӑр хурҫӑ пек ҫирӗп, кӑмӑлӑр сар ҫу пек ҫемҫе, пурнӑҫӑр телейлӗ пултӑр. Малашне те пархатарлӑ ӗҫре чуна хурса ӗҫлеме вӑй-хӑват сунатпӑр. Ҫумӑрта яланах ҫывӑх ҫыннӑрсемпе шанчӑклӑ тусӑрсем пулччӑр. Ачӑрсемпе савӑнса, ырӑ курса пурӑнмалла пултӑр.
Ӑшӑ чун, ырӑ кӑмӑл сирте
Ҫӑлкуҫ шывӗ пек иксӗлми.
Тӗнчере эсир пурришӗн Турра
Тав тумашкӑн сӑмах та ҫитмест.
* * *
Кӗреш юман пек ҫирӗп сывлӑх, тулӑх пурнӑҫ, тулли телей, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хӑват сунатпӑр. Хуйхӑ-суйхӑ санран аякран пӑрӑнса ирттӗр, ӗмӗтӳсем пурнӑҫӑ кӗрсе пыччӑр. Нумай-нумай ҫул пире савӑнтарса пурӑнмалла пултӑр.
* * *
Вӑрӑм пултӑр санӑн ӗмӗрӳ,
Хурҫӑ евӗр пултӑр сывлӑху,
Ҫӑлкуҫ евӗр таптӑр вӑй-халу,
Умра ҫиҫтӗр тулли телейӳ.
* * *
Пурӑн ӗмӗр савӑнса,
Пурнӑҫ илемне туйса!
Эс пире ӳстернӗ,
Пурнӑҫра телей пилленӗ,
Ӑс парса ырра вӗрентнӗ,
Ҫунатсем парса вӗҫтернӗ!
* * *
Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртсе хыҫа юлсан та,
Эс уншӑн ан кулян, ан пӑшӑрхан,
Пул сывлӑхлӑ ялан, ҫапла пулсассӑн –
Укҫаллӑ этемрен те эс пуян.
* * *
Ҫакӑ чаплӑ юбилей
Кӳтӗрех сана телей.
Ӗмӗр-ӗмӗр ырӑ кур,
Пач ан ватӑл, пул маттур!
* * *
Юбилей телей ҫеҫ илсе килтӗр,
Хуйхӑ-суйхӑ ирттӗр айккинчен.
Ырлӑх – сывлӑх Турӑ парнелетӗр,
Эпир хисеплетпӗр чӗререн.
* * *
Аллӑ ҫул – нумай-и вӑл, сахал-и –
Пурнӑҫ шав шӑвать-ха малалла.
Сан ҫинчен начаррине кам калӗ,
Тӗллевре – ырӑ ӗҫ тумалла!
Санпала эпир мӑнаҫланатпӑр
Тӑван халӑхшӑн чунтан тӑрӑшнӑран.
Сывлӑх, ӑнӑҫу, телей сунатпӑр,
Тав тӑватпӑр пӗтӗм кӑмӑлтан.
* * *
Ылтӑн туй ячӗпе саламлатпӑр сире,
Килӳшӳллӗн тапайтӑр ялан ик чӗре,
Пурнӑҫра юрату вӑй парса тӑрсан,
Ватлӑх тартӑр ситен аякран-аякка.
Салам сӑмахӗсене хаҫат-журнал тӑрӑх хатӗрленӗ.