Главная страница Духовное наследие Народные обычаи Обряды, традиции и праздники Новогодние открытки и поздравления на чувашском языке

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
365 дней с выдающимися людьми Чувашии

Новогодние открытки и поздравления на чувашском языке

Видеооткрытки
видео Открытка - поздравление с Новым годом на чувашском языке видео Открытка - поздравление с днем рождения на чувашском языке

Хисеплӗ______!

Сире тата ҫывӑх ҫыннӑрсене килекен Ҫӗнӗ Ҫул тата Раштав ячӗпе саламлатпӑр! Килекен ҫулталӑк Сирӗншӗн ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ, ҫӗнӗ майсемпе ҫитӗнӳсен ҫулӗ пултӑр, ҫутӑ пулӑмсемпе тата ырӑ ӗҫсемпе палӑрса юлтӑр. Сире чун-чӗререн ырлӑх, тӑнӑҫлӑх, иксӗлми вӑй-хал, чи ҫутӑ ӗмӗтсене пурнӑҫлама сунатпӑр. Ҫӗнӗ ҫулта Сирӗншӗн ҫӗнӗ малашлӑхсем уҫӑлччӗр, ӗмӗтсем тата палӑртса хунӑ тӗллевсем тӳрре тухчӗр.

 

Хисеплӗ _______!

Сире тата ҫывӑх ҫыннӑрсене Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа саламлатпӑр! Килекен ҫулталӑк сирӗншӗн ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ, ҫӗнӗ майсемпе ҫитӗнӳсен ҫулӗ пултӑр. Сире ырлӑх, тӑнӑҫлӑх, иксӗлми вӑй-хӑват, ҫутӑ ӗмӗтӗрсене пурнӑҫлама сунатпӑр. Палӑртнӑ тӗллевӗрсем тӳрре тухчӑр.

 

Хаклӑ_______!

Сире ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа ӑшшӑн саламлатӑп, ӑнӑҫупа телей сунатӑп. Ҫӗнӗ ҫулта мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫлантӑр. Яланах перле туслӑ та килӗштерсе пурӑнар. Сире чун хӑвачӗпе ҫирӗп сывлӑх сунатӑп, юрату туйӑмӗ нихӑҫан та ан сӳнтӗр.

 

Хаклӑ_______!

Хӗлӗн тӗлӗнмелле ҫак кунӗсем ӗненӳпе шанӑҫ, илемпе юрату сывлӑшӗпе илӗртӳллӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем пире асра юлмалли самантсем парнелеҫҫӗ, ачалӑхри ҫутӑ ӗмӗтсене аса илтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул ӑнӑҫупа ырӑлӑх кӳтӗр, чи пысӑк тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме тата шанӑҫсене тӳрре кӑларма ҫӗнӗ вӑй патӑр. Ӗҫтешӗрсемпе тус-юлташӑрсем, ҫывӑх ҫыннӑрсем ӑнланнипе, пулӑшнипе савӑнтарччӗр. Сире ҫирӗп сывлӑх, чун ӑшши, пархатарлӑ ӗҫсенче ӑнӑҫу, телей тата юрату сунатпӑр!

 

Хисеплӗ ҫыннӑмӑрсем, юратнӑ ентешсем! Сире ҫывхарса килекен ҫутӑ уявпа – Ҫӗнӗ ҫулпа саламлатпӑр. Эсир утас сукмак яланах такӑр та чечеклӗ пултӑр.Чун-чӗрере вара телейпе юрату хуҫалантӑр. Ҫитес ҫул Сирӗн кун-ҫулӑр ӑнӑҫлӑ, кӑҫалхинчен лайӑхрах пуласса шанатпӑр.

 

Хисеплӗ ҫыннӑмӑрсем, юратнӑ ентешсем! Сире ҫывхарса килекен ҫутӑ уявпа – Ҫӗнӗ…ҫулпа – саламлатпӑр. Эсир утас сукмак яланах такӑр та чечеклӗ пултӑр.Чун-черере вара телейпе юрату хуҫалантӑр. Сирӗн кун-ҫулӑр ӑнӑҫлӑ, кӑҫалхинчен илемлӗрех пуласса шанатпӑр.

 

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем! Сире тата ҫывӑх ҫыннӑрсене Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа саламлатпӑр! Килекен ҫулталӑк сирӗншӗн ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ, ҫӗнӗ майсемпе ҫитӗнӳсен ҫулӗ пултӑр.Сире ырдӑх, тӑнӑҫлӑх, иксӗлми вӑй-хӑват, ҫутӑ ӗмӗтӗрсене пурнӑҫлама сунатпӑр. Палӑртнӑ тӗллевӗрсем тӳрре тухчӑр.

 

Хаклӑ юлташсем! Сире ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа ӑшшӑн саламлатӑп, чӑтӑмлӑхпа тӳсӗмлӗх, ӑнӑҫупа телей сунатӑп. Ҫӗнӗ ҫулта мӗн ӗметленни пурнӑҫлантӑр. Пуринпе те туслӑ пурӑннине нимӗн те ҫитмест. Чун хӑвачӗпе ҫирӗп сывлӑх, юрату туйӑмӗ ан иксӗлтӗр.

Открытки

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!

Открытка - поздравление с Новым годом и Рождеством на чувашском языке
Открытка - поздравление с Новым годом на чувашском языке
C Новым годом на чувашском языке C Новым годом на чувашском языке

C Новым годом на чувашском языке
C Новым годом на чувашском языке


Открытка поздравление с Новым годом на чувашском языке