Главная страница Духовное наследие Литература Стихи о дружбе на чувашском языке

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
365 дней с выдающимися людьми Чувашии

Стихи о дружбе на чувашском языке

Стихи чувашских писателей о дружбе / Туслӑх ҫинчен сӑвӑсем

 

Геннадий Айхи

Ҫӗршывӑн ӗҫӗ – ӗмӗрсем валли,

Россия – ҫӗрӗн канӑҫсӑр пӗр енӗ.

Ахаль-и Аслӑ Петӗрӗн алли

карап чутланӑ, хуласем ҫӗкленӗ?

 

Епле вӑл вичкӑн, пӑхӑр юланут!

Эп ун хӑватлӑ пусӑмне илтетӗп.

Ҫук, йӑваш мар, Россия, сан сӑну, –

хамра эп сан ҫирӗплӗхне сисетӗп.

 

Хӑй ӗҫӗнче куллен сан хӑватна

кӑтартаканӗ – ӗҫ этемӗ халӗ.

Мӗнпур тӗнче сӑнать caн кунҫулна,

санра – тӗнче пуласлӑхӗн вӑй-халӗ.

 

Сан пурнӑҫу – пур ҫӗршӗн пуласси,

епле ҫак пурнӑҫ васкама пуҫларӗ! –

Хӑватлӑ, ҫирӗп утӑмӑн сасси

сенкер тӗнче уҫлӑхӗнче янрарӗ.



Валериан Воробьев

Эп халӑхсен

Пӗртанлӑхне мухтатӑп.

Пур халӑха та аслӑ шутласа,

пурне те эп

пӗр пек хисеп таватӑп:

шведа, эфиопа та вырӑса.

 

Истори ҫулӗ

Вӑрӑм та пит анлӑ.

Тупмашкӑн ҫук вӗҫне-пуҫламӑшне.

Пӗри кӑшт маларах

ӑна хытарнӑ,

унтан сехечӗ ҫапнӑ теприне.

 

Эпир – пӗр йыш.

Пире этемлӗх теҫҫӗ.

Эпир упратпӑр пурнӑҫ калчине.

Çакна асран

ямасӑр ҫеҫ ӗслесчӗ,

вара пуласлӑх сӳнмӗ ҫӗр ҫинче.

 

Вара кашни

хӑй чӗлхипе янратӗ

чӑнах та аслӑ халӑх юррине.

Пӗр чун пулса

ҫынсем куллен шӑратӗҫ

Телейлӗхӗн мерчен пек хурҫине.

 

Эп халӑхсен

пӗртанлӑхне мухтатӑп.

Пур халӑха та ӑслӑ шутласа,

Пурне те эпӗ

Ырӑ кун сунатӑп:

Шведа, эфиопа та вырӑса.

 



Валери Туркай

Туслӑх вӑл – пуянлӑх!

Туслӑх вӑл – телей!

Путӑр, пурте путӑр

Туслӑх авӑрне!

 

Туслӑх – уҫӑ сывлӑш!

Туслӑх вӑл – симпыл!

Тултарсах тӑрсамӑр

Туслӑх алтӑрне!

 

Туслӑх – ҫутӑ сывлӑм!

Туслӑх –шӗл кӑвар!

Сӳнтерме ан парӑр

Туслӑх вучахне!


 

Валери Туркай

Ӗпхӳре

Владимир Портнова

Ӗпхӳре эп, каллех, ак, туссем!

Савнӑ Пушкӑртстан ытамӗнче.

Килтӗм эп кунта салам илсе

Атӑлпа Сӗве тӑрӑхӗнчен.

 

Ак, каллех Шур Атӑл шывӗпе

Эп пите ҫӑватӑп киленсе.

Ак, каллех курайӑн сассипе

Сипленеҫҫӗ чун суранӗсем.

 

Салават ҫаплах таҫта васкать –

Урхамахӗ чӑрсӑр та кӑра.

Шухӑ ҫил ут ҫилхине лӑскать,

Пил парать Шур Атӑл паттӑра.

 

Чим-ха, чим!.. Мустай-иҫ ман умра!..

Кам калать «Ку – палӑк ҫеҫ!» тесе?..

Эс, Мустай пичче, ялан асра,

Чӗрере ялан сан сӑввусем.

 

Янӑрать «Нарспи» йӗри-тавра.

Чӑвашла та пушкӑртла ӑна

Шӑратаҫҫӗ, юратса чунран.

Мӗн тӑван – «Нарспи» пӗрре кӑна!..

 

Пурӑнар пӗрле, тусӑмӑрсем –

Тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗсем!

Ларччӑр ырӑ тӗлӗк тӗлленсе,

Ват Уралӑн ҫӳллӗ тӑвӗсем!

Янӑратӑр яланах курай,

Шӑпӑр янӑратӑр яланах!

Ӗпхӳре пурах телей, пурах!

Эп туятӑп чунӑмпа ҫакна.

 

Ӗпхӳре пурах телей, пурах!

Саламла, мӗнех, мана курай!



Валери Туркай

Туслӑхран хакли мӗн пултӑр?

Александр Богданова

Туслӑх туйӑмне туптатпӑр:

Тук! Тук! Тук!..

Туслӑхран хакли мӗн пултӑр?

Ним те ҫук!

 

Туслӑх туйӑмне туптатпӑр –

Эп те эс.

Алӑкна уҫсам, юлташӑм –

Ман килес!

 

Сивӗ хӗл иртсе каять, ак, –

Каятех!

Ҫуркунне килсе ҫитет, ак, –

Ҫитетех!

 

Туслӑх ҫеҫ нихҫан та иртмӗ –

Иртместех!

Cap хӗвел нихҫан та сӳнмӗ –

Сӳнместех!

 

Ҫуркунне те иртсе кайӗ –

Каятех!

Кӗркунне те персе ҫитӗ –

Ҫитетех!

 

Пирӗн туслӑх ҫеҫ хӗмленӗ

Ҫӑвӗпе,

Пирӗн туслӑх ҫирӗпленӗ Хӗлӗпе.

Туслӑх туйӑмне туптатпӑр:

Тук! Тук! Тук!..

Туслӑхран хакли мӗн пултӑр?

Ним те ҫук!

 

 


 

Лукин Аркадий

Туссем ал панӑ яланах

Этем телейӗ – туслӑхра!

Тус пултӑр юнашар, ҫумра.

Тус ячӗ пирӗн халӑхра

Мӗн ӗмӗрех чысра-сумра.

 

Туссем ал панӑ яланах,

Ӑнланнӑ йӑлт пӗр-пӗрине.

Кун пек чухне – мӗн калӑнах! –

Хӑват кӗрет ҫын чӗрине.

 

Инкек килсен, тусу санпа.

Сиретӗн инкеке пӗрле:

Сӑну хупламӗ тусанпа,

Куҫу – вӗри куҫҫульпеле.

 

Хӗрӳ ӗҫре, хаяр вутра

Эпир шӑратнӑ туслӑха.

Анчах шавлаҫҫӗ-ха ютра –

Итлен те – йӳҫӗхет хӑлха:

 

Вут хыпнӑ-мӗн Совет ҫӗрне,

«Пӗтеҫҫӗ» атом вутӗнчен…

Ҫав сӗмсӗр элекҫӗсене

Сурас килет ман питӗнчен.

 

Мӗн тӑвӑн, чӑнлӑха сутма

Вӗреннӗ паян мар вӗсем.

…Пур элеке сирсе утма

Пит ҫирӗп пирӗн нервӑсем.

 

Сиксе тухсан хӑруш инкек

Чернобыль атом станцинче,

Кӗрешрӗ халӑх пӗр ҫын пек

Мӗнпур тӗнчемӗр умӗнче.

 

«Ан, савӑн ҫын инкекӗпе» -

Сӑмах ҫӳренӗ авалтан.

Таса чӗре хӗлхемӗпе

Хавхалантарнӑ тус малтан.

 

Унтан ал панӑ вӑл тусне,

Сирейнӗ инкеке пӗрле.

Лешне, шӑл йӗрекен юсне

Каланӑ хыттӑн: ан кӗрле!

 

Эпир те хыттӑнах калар:

Тӑшман! Хуп пылчӑк ҫӑварна!

Чернобыль пур. Элек ан сар.

Тыт лайӑхрах ху кӑварна.

 

Тӑванлӑх. Туслӑх. Мӗн тери

Хӑватлӑ, сумлӑ сӑмахсем!

Ал тытӑр, Пӗтӗм тӗнчери

Таса чӗреллӗ халӑхсем!

 

Сыхлар ҫавра Ҫӗре, Мире.

Тӑванлӑх-туслӑхра – тивлет.

Ахаль-им сар хӗвел пире

Хӗрӳ кунҫул шевли пиллет.



Аркадий Лукин

Туслӑх юрри

Пӗр пӳлӗмре эпир пурнатпӑр виҫҫӗн:

Карел каччи, тутар та эп – чӑваш.

Пӗр килйыш пек пуплетпӗр ӑшшӑн вӗҫӗм.

Ытарайми сӑпайлӑн та йӑваш.

 

Калаҫура кивҫен сӑмах илместпӗр –

Сӑмах ҫӑмхи хаваслӑн сӳтӗлет.

Паян та ак карел ачи Сильвестр

Мана куҫран шӑтарас пек тӗллет.

 

Юрлатӑп эпӗ: «Савнӑ Шупашкарӑм» –

Кӗвви яш чунлӑ Кӗркури Хирпӳн.

Ума Тӑван ҫӗршыв тухать капмаррӑн –

Канаш, Вӑрнар та Етӗрне, Ҫӗрпӳ...

 

Халь вӑл яр-уҫӑ кантӑк витӗр хӑвӑрт

Тухса вӗҫет Кавказ тӑвӗсене.

...Тутар ачи калать хӑюллӑ сӑвӑ –

Хӗрӳ Муса Джалиль ҫырнисене.

 

Карел каччи хавхаланса янравлӑн

Вуларӗ Лео Хело сӑввине.

Тен, туйрӗ пуль яланлӑх паянран вӑл

Тӑван чӗлхийӗн вӗҫсӗр илемне.

 

Чӗлхе ҫинче ман «Аптраман таврашӗн»

«Сӑпка юррийӗ» юхрӗ ваш та ваш.

«Ытарайми чӗлхе! Камах тавлашӗ?» –

Ҫунатланса ырлать карел юлташ.

 

Мухтантӑм эпӗ ҫыраканӗпе те,

Хама телейлӗ туйрӑм йыш ҫинче.

Унтан пӗри калать: «Туссем, сӗнетӗп:

Пӗрле юрлар-и хамӑр кайиччен?»

 

Туса хуратпӑр пӗчӗкҫеҫ ансамбль,

Шӑранчӗ юрӑ тӗрлӗ чӗлхепе.

Туссен хорейӗ те чӑвашӑн ямбӗ

Пӗрлешрӗҫ ӗмӗр туслӑ пулнӑ пек.

 


 

Валери Туркай

Чӑвашсем те тӗрлӗ, вырӑссем те..

Тӗрлӗрен пулать, паллах, тутар...

Ҫӗр ҫинче ҫуках, ҫук япӑх халӑх;

Пӗр айваншӑн халӑх айван мар.

 

Вырӑс халӑхне эп хисеплетӗп.

Хам та вырӑс эп кӑштах, туссем.

Еплерех чун-чӗрене ҫӗклеҫҫӗ

Ҫак хӑватлӑ халӑх юррисем!

 

Тутарсем, мӗн, маншӑн ҫичӗ ют-им?

Эп, ара, туссем, – кӑштах тутар!..

Эп пӗрре те хирӗҫ мар пулмашкӑн

Тутар пек хӑюллӑ та хастар!

 

Ҫармӑссем юнашарах пурнаҫҫӗ

Пирӗнпе вун ӗмӗр ытларах.

Малашне те туслӑ пурӑнасчӗ

Пирӗн, пӗр-пӗрне савса чунран!

 

Мӑкшӑпа ирҫе те маншӑн хаклӑ.

Тулли мар вӗсемсӗр ҫут тӗнче.

Яланах хаваслӑ кулӑ ҫиҫтӗр

Мӑкшӑпа ирҫен сӑн-питӗнче!

 

Тӗрлине эпир чӑнах та тӗрлӗ –

Ҫак тӗрӗслӗхе те йышӑнар!..

Пирӗн туслӑх – пирӗн тӗп пуянлӑх!

Туслӑха, тӑванӑмсем, упрар!!


 

 

 

Юрий Сементер

Туслӑх юрри

Атӑл шывӗ сарлака

Ҫул хывать авкаланса.

Тӑванла пур халӑха

Ыталать хавхаланса.

 

Калаҫать вӑл пирӗнпе

Вырӑсла та чӑвашла,

Калаҫать вӑл пирӗнпе

Тутарла та ҫармӑсла.

 

Хум ҫапать мӑн ҫырана,

Шав шӑваҫҫӗ вӑхӑтсем.

Улшӑнсан та самана

Улшӑнмаҫҫӗ шухӑшсем.

 

Раҫҫейпе эпир ялан

Утӑмлатпӑр алран-ал,

Хамӑр туслӑ пулнӑран

Хушӑнса пырать вӑй-хал.

 



Валери Туркай

Туслӑх

Мӗн вӑл – туслӑх?

Туслӑх вӑл – вучах.

Вӑл пуҫлать ҫунма кӗтмен ҫӗртен.

Ҫут тӗнче пушшех те ҫутӑрах,

Туслӑх ҫыннӑн чӗринче ҫиҫсен.

Мӗн вӑл – туслӑх?

Туслӑх вӑл – ҫаран.

Ешерет вӑл ҫуркунне ҫитсен.

Ҫут тӗнче пушшех те пуянрах –

Туслӑх ҫынсене пӗрлештерсен.

Мӗн вӑл – туслӑх?

Туслӑх вӑл – ҫӑлкуҫ.

Вӑл сӑйлать пире таса шывпа.

Ҫут тӗнче пушшех те тасарах

Ир те каҫ тулсассӑн туслӑхпа.


Николай Кушманов

Пурнатпӑр ирӗк ҫӗршывра телейлӗн.

Калатпӑр уҫҫӑн: ҫыншӑн ҫын – тӑван.

Ӗҫчен этем мала пӑхать тӗллевлӗн,

Мире, хӑйӗн ҫӗрне савать чунтан.

Анчах та лӑпкӑ мар-ха пур ҫӗрте те,

Унта-кунта сиксе тухать пушар.

Усал вӑйсем чӗрчунсене, ҫӗре те,

Этемлӗхе те кӑтартасшӑн шар.

Эппин, пирте ан сӳнтӗр сыхӑ ӗмӗт:

Тӑван ҫӗре ялан куҫ пек упрар.

Ачамӑрсен те пултӑр вӑрӑм ӗмӗр,

Ҫак тӗллеве куллен асра тытар.

Халь эп те, эс те миршӗн кар тӑрсан,

Тӗнчемӗр пулӗ лӑпкӑрах ыран.


 

 

Петӗр Ялгир

Раҫҫей пичче

Ҫутӑ Ҫавал шывӗ

Атӑла кӗрет.

Ҫавӑн пек эпир те

Вырӑспа пӗрле.

Иртрӗ тӑват ӗмӗр

Туссем ҫумӗнче.

Пире хур тумарӑн

Эс, Раҫҫей пичче,

Тинӗс урлӑ мар эс,

Ту-сӑрт урлӑ мар,

Пирӗн пурнӑҫра эс,

Ӗмӗр юнашар.

Сан ятна усратпӑр

Чун-чӗресенче.

Тӑванран та ҫывӑх

Эс, Раҫҫей пичче.

Сан енне касатпӑр

Пӳрт чӳречине

Яланах курасшӑн

Санӑн илемне.

Сан енне саратпӑр

Каҫӑ шыв ҫинче.

Туслӑн ал паратӑн

Эс, Раҫҫей пичче.

Хурҫӑ евӗр ҫирӗп

Арканми ҫемье.

Янратать чӑваш та

Вырӑсла ҫемме.

Ним те уйӑраймӗ

Пире ҫул ҫинче.

Малаллах ертсе пыр

Эс, Раҫҫей пичче!


Людмила Смолина

Чӑваш ен

Сан яту ытла та ырӑ,

Ҫав тери чечен.

Сан ҫинчен юрлатӑп юрӑ,

Чаплӑ Чӑваш ен.

 

Ӗмӗр-ӗмӗр сывӑ пурӑн,

Пул ялан ӗҫчен.

Сан ҫинчен юрлатӑп юрӑ,

Аслӑ Чӑваш ен.

 

Нихӑҫан ан курӑн хурлӑ,

Савӑн чӗререн.

Сан ҫинчен юрлатӑп юрӑ,

Савнӑ Чӑваш ен.

 

Нихӑҫан ан пул эс юрлӑ,

Ҫӗнелсе ҫӗклен.

Сан ҫинчен юрлатӑп юрӑ,

Хаклӑ Чӑваш ен.

***

Чӑваш ен, Чӑваш ен –

Чунӑмри мерчен.

Чӑваш ен, Чӑваш ен,

Ҫут телей пиллен.

 

Айхи, Г. «Ҫӗршывӑн ӗҫӗ ӗмӗрсем валли…» : [сӑвӑ] // Айхи, Г. Сӑвӑсем / Г. Айхи . – Шупашкар, 1980. – С. 3.Смолина, Л. Чӑваш Ен : [сӑвӑ] / Л. Смолина // Килти вулав кӗнеки : 6-мӗш класс валли. – Шупашкар, 2007. – С. 197.

Воробьев, В. «Эп халӑхсен пӗртанлӑхне мухтатӑп…» : [сӑвӑ] / Валерьян Воробьев // Çеҫпӗл ҫескисем : сӑвӑсем. – Шупашкар, 1984. – С. 15.

Кушманов, Н. К. «Пурнатпӑр ирӗк ҫӗршывра телейлӗн…» : [сӑвӑ] // Кушманов, Н. К. Кунҫул ытамӗнче : сӑвӑсем / Н. К. Кушманов. – Шупашкар, 1987. – С. 3.

Лукин, А. Туслӑх юрри : [сӑвӑ] // Лукин, А. В. Сӑвӑсемпе поэмӑсем / А. В. Лукин. – Шупашкар, 1984. – С. 72-73.

Лукин, А. Туссем ал панӑ яланах : [сӑвӑ] / Аркадий Лукин // Коммунизм ялавӗ. – 1986. – Июлӗн 6-мӗшӗ. – С. 3.

Сементер, Ю. Туслӑх юрри : [сӑвӑ] // Сементер, Ю. Чӑваш пики : юрӑсем / Ю. С. Сементер. – Шупашкар, 2002. – С. 57.

Смолина, Л. Чӑваш Ен : [сӑвӑ] / Л. Смолина // Килти вулав кӗнеки : 6-мӗш класс валли. – Шупашкар, 2007. – С. 197.

Туркай, В. Ӗпхӳре : [сӑвӑ] // Туркай, В. Чӗрене юратма чараймастӑн : сӑвӑсем / В. Туркай. – Шупашкар, 2019. – С. 10.

Туркай, В. «Туслӑх вӑл – пуянлӑх!...» : [сӑвӑ] // Туркай, В. Чӗрене юратма чараймастӑн : сӑвӑсем : 2013-2018 ҫулсенче ҫырнисенчен / В. Туркай. – Шупашкар, 2019. – С. 176.

Туркай, В. Туслӑх : [сӑвӑ] // Туркай, В. Чӗрене юратма чараймастӑн : сӑвӑсем : 2013-2018 ҫулсенче ҫырнисенчен / В. Туркай. – Шупашкар, 2019. – С. 166.

Туркай, В. Туслӑхран хакли мӗн пултӑр : [сӑвӑ] // Туркай, В. Ку эпӗ – Валери Туркай! : сӑвӑсем / В. Туркай. – Шупашкар, 2013. – С. 359.

Туркай, В. «Чӑвашсем те тӗрлӗ, вырӑссем те…» : [сӑвӑ] // Туркай, В. Чӗрене юратма чараймастӑн : 2013-2018 ҫулсенче ҫырнисенчен : сӑвӑсем / В. Туркай. – Шупашкар, 2019. – С. 104.

Хусанкай, П. Ҫӗршывӑмҫӑм, чӑваш ҫӗршывӗ! / П. Хусанкай // Тӑван литература : вӗренӳпе вулав кӗнеки : 7-мӗш класс валли. – Шупашкар, 2019. – С. 108-109.

Ялгир, П. Раҫҫей пичче : [сӑвӑ] / П. Ялгир // Львов, П. К. Ҫӗр ҫаврӑнать / П. К. Львов, А. Ф. Юман, П. А. Ялгир. – Шупашкар, 1992. – С. 302.