Хӗл ларни. А. Алка. Ӗнер кӑна сӑртсем хураччӗ, кичемччӗ кантӑкран пӑхма, сив ҫил пирки асап куратчӗҫ умри йӑмра та хурама. Шӑнтса лартнипеле тумхахлӑ, ҫуркамлӑ юлнӑ урампа, лаши танкканӑ май, юлхавлӑн танкӑртататчӗ урапа. Паян... Паян сӑртсем шап-шурӑ, урам тип-тикӗс курӑнать; ҫак малтанхи кӑп-кӑпӑш юрӑн тӗсне пӑхса чун савӑнать. Тӳлек ҫанталӑк. Ҫил лӑпланнӑ. Лапкам-лапкам шур юр ҫӑвать. Ял ҫӑмӑл ыйхинчен вӑраннӑ. Ҫуна пӗрремӗш йӗр тӑвать. Шав шавласа тӑрать шкул умӗ, ача-пӑча вӗҫет сӑртран... Ҫапла, ҫӗршывӑн ҫӗнӗ тумӗ, Пире эс хавхалантаран.
Ҫӗнӗ ҫул сӑвви. Уйап Мишши Ак татах иртрӗ тепӗр ҫулталӑк, Килчӗ ҫитрӗ каллех Ҫӗнӗ ҫул. Юлтӑн эс ырӑпа асӑнмалӑх, Манӑҫми кивӗ ҫул, сывӑ пул! Ҫӗнӗ ҫул! Ҫӗнӗ савӑнӑҫ пирӗн! Малаллах ӑнтӑлать чун-чӗре. Ялтӑрса килекен янкӑс ирӗн Илӗртет ҫут хӗвелӗ пире. Курантсем ак вуниккӗ ҫапаҫҫӗ... Кӑмӑлсем ӗнтӗ ҫитнӗ тулса. Чӗресем харӑс-харӑс тапаҫҫӗ Мускавпа, Ҫӗршывпа пӗр пулса. Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе! Килӗр, килӗр Пӗр йыша! Мӗн пурри — умӑрта. Кам йышра ҫуккине те асилӗр, Пурте пулччӑр-и асӑмӑрта. Вӗҫсӗр аслӑ Совет ҫӗрӗ-шывӗ, Ҫывӑхра-и, инҫе-и туссем — Пурте пулччӑр телейлӗ те сывӑ, Лайӑх пурӑнччӑр пурте вӗсем. Ҫӗнӗ ҫул ҫӗнӗ шанчӑк ҫураттӑр, Ӗмӗт ҫунтӑр ҫынсен чӗринче. Ҫынсене вӑрҫӑ тек ан хускаттӑр, Пултӑр савӑнӑҫ, мир ҫӗр ҫинче. Пирӗн харсӑр, хӑюллӑ ҫынсенӗн Тем тума та хӑват ҫитмелле. Ҫул хыватпӑр эпир ҫут тӗнченӗн Инҫетне — ҫӑлтӑрсем патнелле!
Кӑрлач. А. Тимбай Ҫӗнӗ уйӑх — йӗс ҫурла каҫнӑ чух вӑрман урлах ҫитрӗ вӗҫтерсе Кӑрлач, мӑйне ҫыхнӑ вӑл хӑмач. «Эпӗ, — тет хӑй, — пионер». Чи малти вӑл — ӗненер. Шухӑскер-мӗн кӗҫӗнни. Кӑҫатти ун вӗр ҫӗнни, ӑшӑ кӗрӗк ҫийӗнче, мамӑк ҫӗлӗк пуҫӗнче. Алсишши те юр пек шурӑ, мӗнле йӑрӑскер вӑл, курӑр. Ҫырмара халь ярӑнать, ачасемпе савӑнать. Ҫил пек аннӑ чух сӑртран чӗпӗтет хӑй ӑнсӑртран сӑмсаран та систермесӗр, хӑлхаран та ӳркенмесӗр. Ҫунашка та вӑл туртать, йӗлтӗрпе те ӑмӑртать. Ҫӗн ҫулта кашни ача юратать ҫав Кӑрлача. Пуҫтахланчӗ ҫӗрӗпе, кайнӑ чух чукмарӗпе шанлаттарчӗ пӳртсене, вӑрманти юмансене. Тӳпене шӑнтса хытарчӗ, пин-пин ҫӑлтӑр ҫыпӑҫтарчӗ. Юр та шӑнчӗ, кӑвакарчӗ. Кайрӗ вӑл кула-кула, Нарӑс тухнӑ тет ҫула.
Галина Кӗмӗл Тӗлӗнмелле хитре тавралӑх! Шап-шурӑ юр йӑл-йӑл ҫиҫет. Вӗр-ҫӗнӗ ҫул - чӑн-чӑн асамлӑх! Пире саламласа вӗҫет.
Кун-ҫул пуҫламӑшӗ - ҫӗн вӑхӑт Хуҫа пулса киле кӗрет. Пӗлменлӗхпе тулли пуласлӑх, - Кӑштах пире шиклентерет.
Кӗтрет курсе ем-ешӗл чӑрӑш Хӑналанать кил-ҫуртсенче. Хаваслӑ халӑх! Кӗвӗ-ташӑ! – Уяв юрри юрлать тӗнче.
Умра вара выртать ҫулталӑк! Хӑватлӑ тытӑм. Ҫул йӗрки. Эс, Ҫӗнӗ ҫул, чун савӑнмалӑх, Чи лайӑх пурнӑҫ илсе кил.
Кив ҫул, сыв пул, пире ан асӑн. Пур начарри, юл хыҫала. Вӗр-ҫӗнӗ ҫул, аван-и, курӑн! Пӗр ҫул пулатпӑр санпала...
Раиса Воробьева. Ҫӗнӗлле пурӑн, чӑваш! Йытӑ ҫулӗ хам-хам-хам! «Пур ӗҫе тӑватӑп хам», - Тесе ҫитет пуль текех. Тав сӑмахӗ ҫук пӗрех. Ӑсатса яр кив ҫула. Ҫӗнӗ ҫулта йышпала Савӑн, кул, юрла, ташла, Пул пӗрле эс чӑвашла. Аҫу-аннӳ пилӗпе, Вӗсен ҫепӗҫ чӗлхипе, Ирттӗр чыслӑ ҫӗнӗ ҫул. Сывлӑх пултӑр саншӑн мул. Ӗҫ вӗретӗр аллунта, Эс ӗлкӗр унта-кунта. Ан пул нихӑҫан йӑваш, Ҫӗнӗлле пурӑн, чӑваш!
Николай Леонтьев. Ҫӗнӗ ҫула хапӑлласа
Ҫӗн ӗмӗрӗн ак тепӗр ҫулӗ Ав, юрттарать лашапала. Ҫуни эрешлӗ, учӗ йӳнлӗ, Пӗкки йӗс шӑнкӑравпала.
Вӗҫет ҫунатлӑ урхамахӗ, Тӑман ҫӗклет тӑват ура, Ҫула-мӗне те уямасӑр Сирпӗнтерсе кӑпӑш юра.
Чӗри хӗрӳ пулас Ҫӗн ҫулӑн – Вӑл сисӗнет пӗрре пӑхсах. Кӑмӑл екки епле ун пулӗ – Ӑна пӗлместпӗр-ха, паллах.
Анчах кирек хӑҫан та пирӗн Ырра кӑна шанас килет: Ҫӗнӗ ҫулта, тен, каҫӑн-ирӗн Пире кӗтет тулли тивлет?
Ҫапла пулинччӗ, тӑвансемӗр, Инкекӗ тӑтӑр аякра, Хавшанӑ пурӑнӑҫ чӗкелтӗр – Ман пилӗм-ӗмӗтӗм ҫапла.
Анчах ҫакна та астӑвар-ха: Сахал килет-и хамӑртан! Телейшӗн атьӑр вӑй хурар-ха, Ҫак тӗлшӗн, халӑх, чӑмӑртан!
А. Ырьят Пурӑнар пӗрле! Сисӗнмерӗ. Ҫул вӗҫленчӗ, Пуҫланать ҫӗн ҫул. Мӗн пулни асра ҫӗҫ юлчӗ, Унпа сапӑр пул.
Аванни те, начарри те – Шурӑ-хура йӗр. Савӑнни те кулянни те – Ҫулталӑкшӑн пӗр.
Тигр хӑй те йӗрлӗ-йӗрлӗ – Пурнӑҫӑн палли. Нумайрах пултӑр шур йӗрӗ – Ку – савӑнмалли.
Хирӗҫӳ-тӑру ан сӑхтӑр, Мӗн калас тата? Хӗвел пуриншӗн те пӑхтӑр, Чӑн ку, тупата!
Уявпа эп саламлатӑп: – Ҫут тӗнче, кӗрле! Ҫӗн ҫулпа чӗнсе калатӑп: – Пурӑнар пӗрле!
С. Асамат Ҫӗнӗ ҫул саламӗ Ҫулталӑк иртрӗ. Пуҫӑма тайса – иртнӗ ҫула, Килсе кайнишӗн тав тӑватӑп. Кайри мала пулаймӗ – ал сулатӑп.
Ҫӗнӗ ҫулталӑк алӑкран шаккать, Ун тавралла – мӗнпур ҫӗнни, ырри Ярпайланса карталанса юрлать.
Эпӗ – карта варне тӑрса, Эрешлӗ каравайпала, Шерпет тултарнӑ алтӑрпа.
Кӑҫал килес кашни куна Саламласа чунтан сӑйлатӑп. Ман кучченеҫӗм вӗсене Чӑнах килӗшессе шанатӑп.
Салам-алик! Тӑванӑмсем, тавсси! Ҫулталӑк тӑршшӗпе мӗн килесси – Ырӑ кӑна пулинччӗ – пуласси, Ырӑ кӑна пулинччӗ – курасси.
|
Атьар ёлкӑна. А. Кӑлкан Упа ҫури — утаман ик урапа утакан, кахалланса ан лар-ха, паян Ҫӗнӗ ҫул вӗт-ха. Шура мулкач, эсӗ те сивӗ тесе ан тӑр тек. Атьӑр манпа ёлкӑна пирен шкула хӑнана. Юрлӑпӑр та ташлӑпӑр, теттесем те илӗпӗр, канфетсем те ҫийӗпӗр.
Хӗлле. Г. Орлов Ытла, ытла та йӑлӑхтарчӗ йӗпе-сапаллӑ кӗркунне. Ҫапах сисмен ҫӗртен хӗл ларчӗ, йӑлтах ҫӗнетрӗ ҫӗр тумне. Йывӑҫ ҫине - хыҫне, умне те - пасран вӑл ҫакрӗ шӳлкеме, тач хупӑ чӳрече куҫне те ир-каҫ пуҫларӗ тӗрлеме. Сип-симӗс уй-хире пӗркерӗ таса та кӑпӑшка юрпа — калча валли ҫӗлерӗ кӗрӗк, тул туртрӗ шурӑ пуставпа. Кунта та ӑшӑ пултӑр тенӗн, вӑл кантӑк лартрӗ ҫырмана, касса хӑварчӗ пӗчӗк тӗнӗ тӗл-тӗллӗн пулӑшӑн кӑна…
Уйӑпсем. Ю. Петров-Вирьял. Уйӑпсем, уйӑпсем! Ма сивве юрататӑр? Юр ӳксен, сивӗтсен каялла таврӑнатӑр. Пилешсем, палансем, катӑркас ҫырлисем — сирӗн тутлӑ апатӑр. Хӗрлӗ мӑйлӑскерсем, куҫӑма йӑпататӑр. Уйӑпсем, уйӑпсем! Ӑшӑран ма таратӑр? Хӗл иртсен, ҫур ҫитсен ҫурҫӗре ӑсанатӑр.
Ёлка вӑййи. Николай Ишентей Пакша ҫури пӑлтӑртӑк! Турат ҫинчен кӑлтӑртӑк! Хӑвӑлсенче ӳсекен, Вӗҫнӗ пекех сикекен. — Пакша ҫури, тух кунта! Мулкач ҫури мӑкӑлтӑк! Ик урипе тӑкӑлтӑк! Лапчӑнайса ҫывракан, Хӑпӑл-хапӑл тӑракан. — Мулкач ҫури, тух кунта! Кашкӑр ҫури капӑртак! Тӑват ури тапӑртак! Путек-сурӑх тытакан, Хӗл каҫипе чупакан. — Кашкӑр ҫури, тух кунта!
Николай Ишентей Каллех кун-ҫул каҫалӑкӗн Чаршавӗ сирӗлет, Каллех юратнӑ халӑхӑн Телей шевли ҫиҫет.
Пӗри ватта, тен, сулӑннӑ, Тепри - вун саккӑрта, Чи пӗчӗкки те сулӑмлӑн Таплаттарать малта.
Хитре пуласлӑх алӑкӗ Каяс ҫула уҫать. Ҫултан юлмасть-ха халӑхӑм, Ырра шансан - пурнать.
Петӗр Яккусен Сӗтел йӑтайми апат-ҫимӗҫ тавра Ҫынсем ҫӗн ҫула кӗтсе илччӗр, Атя шӑппӑн-шӑппӑн тухар та тарар, - Шап-шурӑ вӑрман аса килчӗ.
Ан тив, ҫил-тӑман улашса, тулхӑрса Юхтартӑр юка ҫиле майӑн, Кӗрт ӑшшӗн, хыҫран икӗ йӗр хӑварса, Сана юмаха илсе кайӑп.
Унта, хӗллехи тап-таса вӑрманта, Мана ӑнланма эсӗ тӑрӑш, Ӳсет чиперкке пӗчӗк чӑрӑш. Атя, шӑппӑн-шӑппӑн утар вӑрмана,
Эп чӑрӑш тавра ҫаврӑнкалӑп, Хӑюлӑх ҫитерӗп те, тин, аранах Саватӑп сана тесе калӑп.
Николай Дворов. Ҫӗнӗ ҫул юрри Вӑхӑт хӑвӑрт пулмасан та Пурпӗр малаллах чупать. Кивӗ ҫул часах ӑсанӗ, - Кантӑкран ҫӗнни шаккать.
Кур: унпа пӗрлех, ав, ҫитрӗ Хӗл Мучи Юр пикепе. Час, ак, кӗтнӗ ҫурҫӗр ҫитӗ Хӑйӗн ҫӗн йӗркисемпе.
Парнесем Мучи валеҫӗ Чиперкке Юр пикепе Савӑнма кунта килеҫҫӗ Ачасем ушкӑнӗпех.
Кайӑк, тилӗпе сӑр кашкӑр Килнӗ капӑр тумсемпе. Савӑн ҫеҫ, выля, ан ашкӑн, Тытайса хӑвна чипер.
Упӑте ытла та маҫтӑр Култарма ачасене. Лешӗсем те хӑрамаҫҫӗ – Кашниех банан сӗнет.
Пӗр ташларӗҫ, пӗр юрларӗҫ Капӑр чӑрӑш айӗнче. Вӑйӑ-кулӑсӑр юлмарӗҫ Савӑнса тӑраниччен.
...Акӑ Ҫӗнӗ ҫул та ҫитрӗ _ Ҫапрӗ вун ик хут курант. Чӑрӑш пин тӗспе ҫутатрӗ Пӳлӗме йӗри-тавра.
Аслисем ҫӳле ҫӗклерӗҫ Ҫӗнӗ ҫул куркисене. Атьсемпе пӗрле итлерӗҫ Хаваспах Раҫҫей Гимнне.
Савӑнӑҫ юрри янрарӗ Ҫӗршыври кашни килтех. Ҫӗнӗ ҫулӑн пархатарӗ Пултӑрччӗ ялан пирте.
Николай Дворов. Хӗл мучие кӗтетпӗр Урамсенче шур юр выртатчӗ Ялтӑртатса мерчен пекех. Ҫунашкасем туртса иртетчӗҫ Атьсем куллен ҫӗн садике.
Кӗртсем те пурччӗ ярӑнмалӑх, Коньки сыратчӗҫ аслисем. Тавралӑхра пур ӑнланманлӑх, Пулман хальччен кун пек кунсем.
Чӑнтан сив хӗл хӑҫан-ши ҫитӗ Кӗртсем хӳсе урамсене? Хӑҫан-ши вӗрӗ уҫӑ ҫилӗ Ачашласа пит-куҫсене? Йӗлтӗрӗме хатӗрлени те Ман пулчӗ мар-и кӑлӑхах? Лӑплантармасть ӗмӗтленни те Ҫак пырӗ те-ши вӑраха?
Эпир ӑна-кӑна пӗлместпӗр Пулассипе пулмассине. Ҫанталӑка хирӗҫлейместпӗр, Пӗлетпӗр ҫеҫ итлессине.
Ҫаплах Хӗл мучие кӗтетпӗр Килессине парнесемпе. Ун ҫумӗнчи камне пӗлетпӗр, Вӑл - Юр пике шупӑрӗпе.
Ҫӗн ҫул - парне ача-пӑчашӑн, Хӑш чух пӗр юрсӑр та килет. Пурӗпӗрех сана ачашшӑн Хаваслӑ ытамне илет.
Кивелнине ӑсатнӑ майӑн Кӗтсе илетпӗр ҫӗннине. Унччен пурӑнмалли нумай-ха, Курар ҫанталӑк сӗннине.
|
Хӗлле. Василий Давыдов-Анатри Лапка-лапка юр ҫӑвать, Хура ҫӗре шуратать. Хура ҫӗре шуратать, Мамӑк сарнӑн туйӑнать. Вӑштӑр-вӑштӑр ҫил вӗрет, Пите сивӗ чӗпӗтет. Пите сивӗ чӗпӗтет, Хӗл ҫитнине пӗлтерет. Ача-пӑча ярӑнать, Тӑвайккине якатать. Тӑвайккине якатать, Хӗл кунӗпе савӑнать.
Ҫӗнӗ юр. Р. Сарпи Хӗл Мучийӗ килсе ҫитрӗ Инҫетрен, Пӑр ҫӗрӗнчен. Кӑпӑшка юрпа вӑл витрӗ Таврана кӗр сисиччен. Шурӑ ҫӗлӗк тӑхӑнтарнӑн Курӑнаҫҫӗ юпасем. Эрешленнӗ, капӑрланнӑ Таврари пур йывӑҫсем. Ҫӑм алсишӗ парнеленӗ Хӗл Мучи туратсене. Кӗмӗлпе йӑлт чӗнтӗрленӗ Чӳрече каррисене.
Ытарайми хӗл. Петӗр Ҫӑлкуҫ Хӗл илемӗ, хӗл илемӗ! Кам кӑна унпа киленмӗ, Йывӑҫсем - пирӗштисем пек, Ачасем — асамҫӑсем пек. Ытарми ҫак вӑхӑта Кам юратмӗ тупата. Чи пахи — Ҫӗн ҫул уявӗ, Хӗл Мучин манми сӑйлавӗ. Янкӑс, хӳхӗм юрӑсем, Парнесем, кучченеҫсем.
Гурий Чаржов Пӗлтерсе хыпар ҫапать Мускав куранчӗ. Ак татах патвар ҫулталӑк сисӗнми Аслӑ чаплӑ ӗмӗр керменне ӑсанчӗ, Асӑмра юлать вӑл ӗмӗр манӑҫми.
Ҫӗнӗ ҫул! Сана чунтан кӗтсе тӑруҫӑн Пуҫ таятпӑр, кил эс, пул пирӗнпеле. Кӑмӑлсем паян нихҫанхинчен яр-уҫӑ. Иксӗлми вӑй-хал, телей пире пилле.
Шавласа кӗрлетӗр кӗрекемӗр пирӗн, Мир сӑвви-юрри янравлӑн юхтӑр-и. Илӗртӳллӗн, ав, ҫиҫет пуласлӑх ирӗ, Яланах шеп, лӑпкӑ пурнӑҫ пултӑр-и.
Ӗмӗтсем чӑн пулӗҫ. Халь эпир хӑватлӑ. Савӑнӑпӑр малашне эпир, туссем, - Уйӑх, Марс ҫинче те ырӑ, тараватлӑ Кил хуҫи пек ӑшшӑн ҫӗн ҫула кӗтсе.
Анатолий Смолин Кантӑк пек курӑнать пӑр катрамӗ, Сивӗпе хӑлхаланнӑ хӗвел. Ҫил ачи пурпӗрех аптӑрамӗ, Ӑшӑнма кӗретех вӑл хӗве.
Шурӑ хурӑн салхуллӑ та сапӑр, Венчете тӑракан пике пек. Ват йӑмра та паян питӗ капӑр, Калӑн, вӑл та уяв кӗпипе.
Шӑпӑртах шурӑ шупӑрлӑ чӑрӑш, Хурланмасть пурпӗрех хурама. Хӗл Мучи, ҫав тери эс ан чӑркӑш, Хӑратаймӗ ҫавах шартлама!
Юр пӗрчи ӗнчӗ евӗр ҫап-ҫуттӑн Йӑлтӑрать янракан тӳпере... Кунашкал тӗлӗнтермӗш тек ҫук-тӑр Илӗртӳллӗ ҫак ҫут тӗнчере.
Уҫӑ ҫилӗ чӗлтӗр-чӗлтӗр, Юр пӗрчийӗ вӗлтӗр-вӗлтӗр, Йӑлтӑр-йӑлтӑр йӗлме йӗлтӗр Ҫинҫе йӗр ҫип ҫапнӑн чӗртӗр.
Тӑхтамасӑр, хӑпӑл-хапӑл Хаваспах хире тухатпӑр. Хӗл Мучи пурне те хапӑл, Кашниех хаваллӑ, хатӑр.
Хӗрхенмест хӗмне хӗвел те, Хӗлхемне сапать пӗр вӗҫӗм. Ярӑнма питех те меллӗ, Туйӑнать ҫунатсӑр вӗҫнӗн.
«Эс асамҫӑ, ҫут ҫанталӑк, Астаратӑн-ҫке ытла та. Ҫӗр ҫинчех ҫӑтмах та тамӑк...» - Ху сисмесӗрех шутлатӑн.
Лидия Филиппова Ҫӗнӗ ҫул Сисӗнмесӗр иртрӗ кивӗ ҫул, Ҫитрӗ-тӑчӗ, кӗттермерӗ ҫӗнӗ ҫул. Ан васка кайма, манпах эс пул, Кӑмӑлтан-чунтан ахӑлтатса кул. Хушса юрламалли: Хӗл Мучи! Юр пике! Ан кӗттерӗр! Пӗтӗм халӑх кӗтет кӑмӑлтан. Хӗл Мучи саламне ҫитерсемӗр, Савӑнма тытӑнар ҫавӑнтан. Хӗл Мучи-и-и! Юр пике-е-е! Ау-у-у! Ан кулян, килет тепӗр ҫул. Кив асап-нушана _ алӑ сул! Вӑл та ку ҫитмест? Пурпӗр кул! Хӗл Мучи парнелет ҫӗнӗ пил.
Пӗрле чух ҫӗнтереймӗ сивӗ ҫил. Манӑн тус пуласшӑн? Эппин, кил! Тус-тӑванпа ӗмӗр пӗрле пул, Куҫҫуль ан кӑтарттӑр ҫӗнӗ ҫул!
Иртӗ сисӗнми ак тепӗр ҫӗнӗ ҫул. Иртнине пӑхмасӑр чунпа ҫамрӑк юл. Пӗтӗм тӗнчене эс ырӑ сун, Ҫавӑн чух савӑнтарӗ ҫутӑ кун.
Улькка Эльмен Ҫӗнӗ шанӑҫ, ҫӗнӗ ӗмӗт, Ҫӗн вӑй-хал та ӑнӑҫу Ыр сунса илсе килетӗн Эс пире валли, Ҫӗн Ҫул.
Пурнӑҫ шыв юххи пек чуптӑр, Чир-чӗр тӑтӑр аякра. Телейне кашнийӗ туптӑр, Пултӑр кӗсьере нухрат.
Юрату, хисеп те сывлӑх Хуҫаланччӑр ҫемьере. Килӗшӳ те ыр пуласлӑх Эп сунап, туссем, сире!
Ан кулянӑр пӗр сӑлтавсӑр: Начарри иртет пӗрех. Чи кирли - чун пултӑр харсар, Вӑл ҫунат парать пире.
Йӑнӑшни пулсан - кӗлленччӗр! Тӑнӑҫ тӑтӑр самана, Ачасем чупса ҫӳреччӗр, Канлӗх пултӑр ват ҫынна.
Ҫӗнӗ ҫул вӑл – ҫӗнӗ шанӑҫ Пурте пултӑр ҫӗнӗлле! Юрлӑр, ташлӑр! Ҫутӑ савнӑҫ, Кӳр илем пирӗн киле!
Г. Кӗмӗл Вӗр-ҫӗнӗ ҫул. Тӗлӗнмелле хитре тавралӑх! Шап-шурӑ юр йӑл-йӑл ҫиҫет. Вӗр-ҫӗнӗ ҫул – чӑн чӑн асамлӑх! Пире саламласа вӗҫет. Кун-ҫул пуҫламӑшӗ – ҫӗн вӑхӑт, Хуҫа пулса киле кӗрет. Пӗлменлӗхпе тулли пуласлӑх Кӑштах пире шиклентерет. Кӗтрет кӳрсе ем-ешӗл чӑрӑш Хӑналанать кил-ҫуртсенче. Хаваслӑ халӑх! Кӗвӗ-ташӑ… Уяв юрри юрлать тӗнче. Умра вара выртать Ҫулталӑк. Хӑватлӑ тытӑм! Ҫул йӗрки. Эс, Ҫӗнӗ ҫул, чун савӑнмалӑх, Чи лайӑх пурнӑҫ илсе кил. Кив ҫул, сыв пул, пире ан асӑн. Пур начарри, юл хыҫала. Вӗр-ҫӗнӗ ҫул, аван-и, курӑн! Пӗр ҫул пулатпӑр санпала
|