Главная страница Духовное наследие Литература Стихи о маме на чувашском языке

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
365 дней с выдающимися людьми Чувашии

Стихи о маме на чувашском языке

Стихи о маме и папе на чувашском языке

Василий Давыдов-Анатри

Юратнӑ анне.

Хӗвел пек ӑшӑ ҫыннӑм, анне,

Ҫук санран ҫывӑххи тӗнчере.

Эс кӳретӗн кнл-ҫурт илемне,

Юратса ӳстеретӗн пире.

Эй, аннеҫӗм, пӗртен-пӗр анне,

Яланах эс ҫӗклен чӗрене, —

Таймапуҫӑм сана,

Таймапуҫӑм.

Ҫӑлтӑр пек ҫутӑ ҫыннӑм, анне,

Ҫук санран лайӑххи тӗнчере, —

Сывлӑм пек таса чун хавалне —

Пурнӑҫна парнелетӗн пире.

Эй, аннеҫӗм, пӗртен-пӗр анне,

Яланах эс ҫӗклен чӗрене, —

Таймапуҫӑм сана,

Таймапуҫӑм.

Ылтӑн пек ырӑ ҫыннӑм, анне,

Ҫук санран кӑмӑлли тӗнчере, —

Ҫӗклемешкӗн Ҫӗршыв хӑватне

Ӑраскал пехиллетӗн пире.

Эй, аннеҫӗм, пӗртен-пӗр анне,

Яланах эс ҫӗклен чӗрене, —

Таймапуҫӑм сана,

Таймапуҫӑм.

 

Светлана Асамат

Парне

Асаннепе иксӗмӗр

Лавккана кӗретпӗр,

Апат-ҫимӗҫ тем тӗрли

Туянас-ха тетпӗр.

Ҫакӑнтах, пӗр вырӑнта,

Кӗнеке сутаҫҫӗ.

Пысӑкки те пӗчӗкки

Шӑкӑрин тӑраҫҫӗ.

Лайӑххине, ӑслине

Шыраса тупас.

Асанне те пулӑшать,

Суйлама хавас.

Акӑ манӑн кӗнеке,

Акӑ тупрӑм, тупрӑм!

Вӑл хитре ӳкерчӗклӗ,

Ӳсрӑм, пӑхса тухрӑм.

Илсе пачӗ асанне,

Парнерен парне.

Ҫумӑн вырнаҫса ларса

Вӳлӑпӑр пӗрле.

 

Василий Давыдов-Анатри

Атте-анне пире сыхланӑ

Мӗн пӗчӗкрен,  мӗн ачаран

Атте-анне пире сыхланӑ.

Вӗсем эпир хуп сӑпкаран

Ӳксе аманасран хӑранӑ.

Атте-анне пире юратнӑ,

Сиктернӗ юрӑ юрласа,

Юмах-халап ярса йӑпатнӑ,

Йӑпатнӑ шӑпӑр каласа.

Атте-анне пире пилленӗ

Вӗҫмешкӗн кӑйкар ҫунатне,

Чун-чӗререн шанса ҫӗкленӗ,

Ялан вӗрентнӗ ҫӗрӗҫне.

Атте-анне пире ӑс пана

Ята-чыса ҫӳлте тытма.

Ӑс-хал пани ӗҫре юранӑ,

Юранӑ лайӑх ҫын пулма.


Василий Давыдов-Анатри

Эп астумастӑп аттене

Эп астумастӑп аттене...

Атте, атте...

Анчах манмастӑп ун ӗҫне:

Хаяр усал тӑшмансене

Ҫапӑҫура аркатнине...

Шел, астумастӑп аттене,—

Вал вилнӗ варҫӑ хирӗнче,

Ун ячӗ халӑх асӗнче.

Эп астумастап аттене...

Атте, атте...

Сыхларӑн эс ачусене...

Анне сана ҫаплах кӗтет,

Вал ҫухалман, килетех, тет.

Шел, астумастӑп аттене,—

Вӑл вилнӗ варҫӑ хирӗнче,

Ун ячӗ халах асӗнче.

Эп астумастӑп аттене...

Атте, атте...

Тӑван ҫӗршыв — тӑван анне

Сана, хӑй улӑп-паттӑрне,

Хисеплӗ, манмӗ ӗмӗрне.

Шел, астумастӑп аттене,—

Вал вилнӗ варҫӑ хирӗнче,

Ун ячӗ халӑх асӗнче.

 

Валентина Тарават

Аттене асӑнса

Атте, сана аса илетӗп,

Санран халь эпӗ аслӑрах…

Ачалаха ҫитсе килетӗп,

Тус-тантӑша унта курап.

Сад пахчинче чупса ҫӳретӗп.

Улми-ҫырли…

Ах, чун уҫҫи!

Сим панулми татса ҫиетӗп…

Пылак ҫырла – ывҫи-ывҫи…

Эс ҫанӑ тавӑрса ӗҫлетӗн,

Аппа-тете те тӑрӑшать…

… Ӑста эс?! Ма пит час ҫӗтетӗн?!

Мана кил-йышӑм йыхӑрать…

 

Николай Теветкел

Анне

Ҫатан карта тытаттӑм шӗшкӗрен,

Вуллийӗсем е хӑмӑр, е кӗрен.

Анне пӑхать пит ӑшӑ куҫпала:

— Ӗҫе хӑнӑхтармалла ҫав,— тет,— алла.

 

Хӗп-хӗрлӗ питлӗ панулми татса

Паратчӗ те садран кӑштӑртатса

Утса вӑл ҫаврӑнатчӗ пахчара,

Унтан уйран ӑсатчӗ пӗр чара.

 

Уйранпала ҫӗн ҫӗрулми ҫисен,

Вӑй кӗнине татах та эс сисен.

Пӑрҫа пек тар тумлать ҫут ҫамкаран,

Ҫанталӑк шӑрӑх — сулхӑна ларан.

 

Унтан ҫӗклетӗн утӑ капанне,

Каллех ума пырса тухать анне.

— Кӑшт чалӑшрах пулмасть-и,— тет, сӑнать,

Каллех тирпейлӗ ӗҫлеме сунать.

 

Мӗн ачаран пире аннемӗрсем

Утма вӗрентнӗ. Ҫитӗнсе ҫитсен,

Каллех пӑхаҫҫӗ пӗчӗк ачалла,

Ӑс вӗрентсе ялан апла-капла.

 

Алексей Воробьев

Анне

Пӳрне кассан, ай-пай, курсассӑн юн,

Эс астӑватӑн, сехӗрленчӗ чун.

Иӗре-йӗре чуптартӑн кил енне.

Килте ачашӑн хӳтлӗх пур — анне.

 

 

Тӑван хире витсен вутпа тусан,

Ҫапӑҫура хул шалтӑр хуҫӑлсан,

Чупмарӑн эс ҫухалнӑн кил енне.

Ялан санпа пӗрле вӑл, Ҫӗр-анне.


Зина Митрофанова

Анне

Эс, анне, мана ҫуратнӑ

Ирхи шӑпчӑк пек пулма.

Ҫунат хушнӑ та ӑсатнӑ

Ҫӗр ҫинче телей тупма.

 

Эс, аннеҫӗм, халалланӑ

Вут-кӑварлӑ чун-чӗре

Хурҫӑ пек хӗрсе туптаннӑ,—

Ывӑнма пӗлмест ӗҫре.

 

Эс пилленӗ ҫут хаваслӑх

Иксӗлми ҫиҫет чунра.

Ӗмӗт-шухӑшу та аслӑ,—

Ҫул уҫса пырать умра.

 

Ыр ятна, анне, ямарӑм,—

Пурӑнап ҫурхи сӑнпа.

Янтӑ ҫул та шырамарӑм,

Эп телейлӗ ҫавӑнпа.

 

Аркадий Лукин

Ялан асра атте-анне

Шӑнкӑртатса шывсем юхсан,

Итлес килет ун сассине.

Инҫе-инҫе ҫула тухсан,

Аса килет атте-анне.

Тӑван атте-анне ятне

Ярассӑм ҫук эп ӗмӗрне.

 

Чие ҫулҫи алне ҫупсан,

Кӗрес килет ун пахчине.

Ҫыврам тесе куҫа хупсан,

Ума тухать атте-анне.

Тӑван атте-анне ятне

Ярассӑм ҫук эп ӗмӗрне.

 

Ҫуркуннепе шывсем тулсан,

Пӑхас килет хумсем ҫине.

Атте-анне асра пулсан,

Ялан манпа ҫӗршыв-анне.

Тӑван атте-анне ятне

Ярассӑм ҫук эп ӗмӗрне.

 

Раиса Сарпи

Аннене

Чун тӑвӑлса, кӳтсе ҫитсессӗн,

Васкатӑп эпӗ сан патна.

Ҫут тӗнчере пӗртен-пӗр эсӗ

Хӑват парса тӑран мана.

 

Чӗрҫӳ ҫине пуҫа хуратӑп,

Йӗретӗп чунӑм каниччен.

Ҫӳҫе пӳрнӳсемпе туратӑн, —

Ыйтмастӑн эсӗ ним ҫинчен.

 

Эс чӗртнӗ пурнӑҫ хӗлхемӗ,

Пуҫланӑскер сӳнме, йӑшма,

Куҫран пӑхса калаҫнӑҫемӗн

Каллех пуҫлать йӑл! йӑлкӑшма.

 

Раиса Сарпи

Хӗрарӑм

Сике-сике ташлать таса ҫӑлкуҫ,

Сулхӑнӗнче ман уҫӑлать пит-куҫ.

Шывне ӗҫсен, чуна вӑй-хал кӗрет.

Хаваслӑрах тапма пуҫлать чӗре.

Ҫак ҫӑлкуҫ пек сипетлӗ эс, хӗрарӑм...

 

Хӗвел ачашшӑн хӑйӗн шевлине

Тӑкать ҫурхи вӑраннӑ ҫӗр ҫине.

Кашни чӗрчун, кашни ӳсен-тӑран

Хӗвел патне кармашӑнать ялан.

Хӗвел пек ӑшӑ пиллӗ эс, хӗрарӑм.

 

Пӗтсессӗн сывлӑш — пӗтӗ ҫут тӗнче,

Йӑл пурӑнӑҫ та пулмӗ ҫӗр ҫинче.

Ҫак шухӑша илсе ӑса, ӑша,

Тасан сыхласшӑн эпӗр сывлӑша.

Сывлӑш пекех пит кирлӗ эс, хӗрарӑм.

 

Хӗрарӑм — чун савни, ыр асанне,

Юратнӑ мӑшӑр, ытарми анне.

Хӗрарӑм, эсӗ — ҫулӑмлӑ поэзи,

Чуна тыткӑнлакан ҫӗн юрӑ эсӗ,

Пӗр сӑмахпа, пурнӑҫ тӗвви — хӗрарӑм!

 

Юрий Сементер

Анне патне ярайман ҫыру

Астӑватӑн —и, анне,

Тырӑ вырнӑ чухне

Шаккаса шур чула

Ӑнсӑртран эп хуҫаттӑм ҫурла?

 

Халь ҫурла эп туянтӑм.

Вӑл килтех,

Хулари хваттертех.

Тырри пултӑр кӑна, ҫурли янтӑ.

 

Анчах сана

Эп мӗнле кӑтартам–ши ӑна?

 

Астӑватӑн–и, анне,

Пӑрлашка ҫуркунне

Урари ҫӑпатам

Ҫӗтӗлсе тухрӗ виҫӗ хунтах?

 

Халь хамах турӑм калӑп.

Шӗшлӗ тытрӑм алла.

Чип–чипер пулчӗ ман япала —

Ҫирӗп пушӑтлӑ, сӳс кантраллӑ.

 

Анчах сана

Эп мӗнле кӑтартам–ши ӑна?

 


Юрий Семендер

Ылтӑн мар-ши эс, анне?

Ылтӑн мар-ши эс, анне?

Кӗмӗл мар-ши эс, анне?

Ылтӑн пек, ай, хаклӑ-ҫке,

Кӗмӗл пек, ай, сумлӑ-ҫке.

Ылтӑнран та пахарах,

Кӗмӗлрен те сумлӑрах.

Ҫӑлтӑр мар-ши эс, анне?

Уйӑх мар-ши эс, анне?

Ҫӑлтӑр пек хӗлхемлӗ-ҫке,

Уйӑх пек илемлӗ-ҫке.

Ҫӑлтӑртан хӗлхемлӗрех,

Уйӑхран илемлӗрех.

Шӑпчӑк мар-ши эс, анне?

Е саркайӑк эс, анне?

Ҫут хӗвел, чечек, ахах –

Ырлама ҫитмест сӑмах.

Эс нимрен те лайӑхрах,

Пуринчен те хаклӑрах.

 

Юрий Семендер

Анне

Сана хӗвел чӗреллӗ тетчӗҫ.

Хӗвел пек лартӑн эс анса.

Хӗвел пек чунупа, аннеҫӗм,

Эс тухрӑн cap хӗвел пулса.

Сана ҫӑка ҫеҫки пек тетчӗҫ.

Пыл сӑмахушӑн тав туса.

Килти ҫӑка пекех, аннеҫӗм,

Кӗтен пире эс пуҫ тайса.

Сана ҫурхи саркайӑк тетчӗҫ,

Юрру юхатчӗ ҫаврӑнса.

Тӗнче ытамӗнче, аннеҫӗм,

Эс юлтӑн ӗмӗрлӗх пулса.

 

Юрий Семендер

Амăшĕн чунĕ

Хăй килне пырса пăхрĕ тет амăшĕн чунĕ.

Мăрьере тĕтĕм çук, кантăкра çутă çук.

Хулана ларса кайрĕ тет амăшĕн чунĕ

Каçхине, пуйăсра вырăнсем пушă чух.

Ачисем патне çитрĕ тет амăшĕн чунĕ,

Итлесе тăчĕ тет пĕр кана алăкран.

Куççульпех йĕрсе ячĕ тет амăшĕн чунĕ

Хваттерте ун чĕлхи, ун сăмахĕ çукран.

 

Александр Савельев-Сас

Анне чӗлхи

Ҫӑлтӑрсен вӑййи-кулли

Илӗртет пире.

Сар хӗвел тӗнче тулли,

Анне ҫеҫ пӗрре.

Ӑш сӑмах – чӗре сури.

Куншӑн тав турра.

Куҫҫӳль мар, анне юрри

Юхтӑр таврара.

 

Александр Савельев-Сас

Анне ӑшши

Ҫул тӳпере мӗн нумай?

Ҫутӑ ҫалтӑр – ҫав нумай.

Ҫул тӳпере мӗн пӗрре?

Сарӑ хӗвел – ҫав пӗрре.

Ҫак ҫер ҫинчемӗн йышлӑ?

Терлӗ халӑх – ҫав йышлӑ.

Ҫак ҫӗр ҫинче кам пӗрре?

Тӑван анне – ҫав пӗрре.

Хӗвел йӗрет хӑй ҫулне

Хӗрхенмесӗр ӑшшине.

Хӗвел ӑшши – тӗнчене,

Анне ӑшши – ҫемьене.

 

Александр Савельев-Сас

Анне ҫумра пулсан

Хӗвел йӑл-йӑл кулсан

Кӗрес килмест тултан.

Кӗрес килмест тултан

Хӗвел савса пӑхсан.

Анне пӳртре пулсан,

Анне хавс пулсан

Выляп кула-кула,

Тухас килмест тула.

 

Александр Савельев-Сас

Асанне ҫип ҫӑмхалать

Кунран-кунах хӗл енне

Шур юр ҫӗре чӑпарлать.

Ҫакна курса асанне

Алсиш ҫыхма ҫип арлать.

Йӗки тулать асаннен,

Вара ҫипне ҫӑмхалать.

Тулли йӗке майӗпен

Урай тӑрӑх кускалать.

Кушак ҫакна курнипе

Кӗҫех ӗҫе пуҫӑнать:

Ик пӗчӗк ҫеҫ урипе

Тулли йӗкене тытать.

– Маттур эс, – тет асанне,

Ырлать кушак ҫурине. –

Чӑлха ҫыхса парас, – тет, –

Сивӗ пулмӗ урине.

 

Виталий Шемекеев

Анне сӑнарӗ

Кайӑксен чӗпписем

Ӳссе ҫитрӗҫ часах,

Анчах сан ачусем

Ҫитӗнмен-ха ҫавах.

Эс пире ӳстерен.

Нумай хӗл, нумай ҫу...

Савӑнан та йӗрен, -

Шуралать сан ҫӳҫӳ.

Ӳснӗ чух та — анне,

Ҫитӗнсен те — анне.

Манас ҫук, манас ҫук

Хам епле ӳснине.

 

Кӗрхи кайӑк хурсем

Вӗҫсе иртрӗҫ хуллен.

Ӳсрӗҫ сан ачусем,—

Эсӗ юлтӑн пӗччен.

Эс ӑсатрӑн пире,

Ҫын пулма вӑй парса...

Савӑнан та йӗрен,

Сан патна таврӑнсан.

Савнӑ чух та — анне,

Вӑрҫнӑ чух та — анне.

Калас ҫук, калас ҫук

Сив сӑмах аннене.

 

Сан патна ҫул хывма,

Тен, манатпӑр хӑш чух,

Ҫырусем те ҫырма

Тепӗр чух вӑхӑт ҫук.

Эс йӑлтах ӑнланан,

Эс пире каҫаран,

Ҫӗр ҫинче эс ялан

Ачусемшӗн пурнан.

Пӗчӗк чух та — анне,

Ҫитӗнсен те — анне.

Манас ҫук, манас ҫук

Хам анне сӑнарне.

 

Виталий Шемекеев

Сӑмах

Ǎҫти ҫӗршывра ҫуралсан та ача —

«Анне» сӑмахран ун чӗлхи пуҫланать.

Анне — уншӑн сывлӑш,

Хӗвеллӗ вучах,

Унпа ӑшӑнать вӑл,

Унпа вӑл вылять.

Ӳссе ҫитӗнсен те, «анне» сӑмаха

Ялан илтме хатӗр-ҫке пирӗн хӑлха.

«Анне» сӑмахпа ҫула тухнӑ эпир —

Анне пек илемлӗ,

Анне пек ҫут ир.

Тен, ҫавӑнпа шухӑшлатӑп ҫапла:

Анне — манӑн ялӑм,

Анне — ман хула!

 

 

Юрий Плотников

Лар, аннеҫӗм, юнашар

Лар, аннеҫӗм, юнашар,

Чунтан-вартан калаҫар,

Эс ӳстернӗ ывӑл-хӗрӗн

Килме ҫулӗ ҫывӑх мар.

Эс кӗтетӗн кунӗн-ҫӗрӗн —

Лар, аннеҫӗм, юнашар.

 

Лар, аннеҫӗм, юнашар,

Аш сӑмахпа ӑшӑнар.

Атте килӗ — тӑван килӗм —

Сансӑр чӑн та ӑшӑ мар.

Ҫут хӗвел пуль эсӗ пирӗн?

Лар, аннеҫӗм, юнашар.

 

Лар, аннеҫӗм, юнашар,

Чӳречене яр уҫар.

Сад пахчинчи саркайӑк та

Хӑй йӑвинче пӗччен мар.

Саркайӑк пуль эсӗ пирӗн?

Лар, аннеҫӗм, юнашар.

 

Лар, аннеҫӗм, юнашар,

Ҫепӗҫ юрӑ янратар.

Кӗрекемӗр тулли мар-и?

Тав куркине тытса пар.

Ай, юрлар-и, ай, савнар-и?

Лар, аннеҫӗм, юнашар.


Мария Волкова

Аннене

Сан пек хакли ҫӗршывӑм пур

Тата кун-ҫулӑм пур, аннеҫӗм,

Пуҫ ҫамрӑк чух чӗрем сатур,

Таппи ун саншӑн ҫеҫ вӗри те.

 

Ҫурт умӗн хурӑн ешерсен,

Шӑтсассӑн урамра чӗр курӑк,

Каллех, ак, таврӑнӑп киле,

Санпа эп хӑнара та пулӑп!

 

Сӑпайлӑ-сывлӑхлӑ пулсам,

Пӗртен-пӗрех тӑван аннеҫӗм!..

Ан пӑшӑрхан, пит ан кулян,

Манран ҫыру час илмесессӗн.

 

Аркадий Ӗҫхӗл

Анне

Пире кам ачашшӑн

Лӑпкать пӗчӗкрен,

Чипер ҫын тӑвасшӑн

Ҫунать чӗререн?

 

Кам тӗлӗкӗнче те

Курать-ҫке пирех,

Килте пуринчен те

Тӑрать иртерех?

 

Кам ир вучах чӗртнӗ —

Апат пӗҫерет,

Ӗне суса кӗнӗ —

Ǎш сӗт ӗҫтерет?

 

Е ӑшӑ ҫипуҫ-и

Тимлет сан валли?

Пӗр-пӗр инкек пулчӗ —

Сиплет кам алли?

 

Кам ыррӑн, хавассӑн

Пурне те пире,

Ҫапла, лӑш курмасӑр,

Пӑхса ӳстерет?

 

Кам пултӑр? Пӗлеҫҫӗ

Туссем вӑл камне:

Вӑл пирӗн телей-ҫке,

Вӑл — пирӗн анне!

 

Вӑл — кирек хӑҫан та

Чи ҫутӑ тивлет.

Анчах ман ҫакна та

Калассӑм килет.

 

Хӑш чух эпир темшӗн

Чӗресӗр пекех,

Ҫуратнӑ аннешӗн

Хыпмастпӑр питех.

 

Анне таврӑнать-и

Ӗҫ хыҫҫӑн хиртен,

Каллех тупӑнать ун

Темтепӗр килте.

 

Ик алӑшӑн — пӗр ӗҫ,

Вӑл пӗр пушӑ мар.

Эпир ӑна тивӗҫ

Куллен пулӑшма.

 

Анчах та манатпӑр

Ҫавна час-часах,

Ӗҫрен пӑрӑнатпӑр,

Вӑййа васкаса.

 

Ҫак сӑвӑ ҫӗклетӗр

Кашнин шухӑшне:

Ача хисеплетӗр

Тӑван амӑшне!..


 

Геннадий Юмарт

Атте-анне

Атте-аннемӗр юратса

Пиллет пире пуян тӗнче.

Атте-аннемӗр йӑпатса

Ҫитӗнтерет арки ҫинче.

Вӗсемсӗр курас ҫук кун-ҫул,

Ҫак ҫут тӗнчемӗр — аслӑ мул.

Атте-аннемӗр пуррипе

Сӗвӗрӗлмест кил-ҫурт ӑшши.

Атте-аннемӗр пуррипе

Ирӗклӗрех ай кил хушши.

Атте-аннемӗр ырлӑхне

Эс тавӑрайман ӗмӗрне.

Атте-аннемӗр пиллесен,

Сан ырлӑху пине ҫитет.

Вӗсен пилне илеймесен,

Сан пурлӑху кӗлпе вӗҫет.

Пилпе пӗрле — кӑвак хуппи,

Пил илмесессӗн — ӑш хыппи.

 

Геннадий Юмарт

Асаттесен халалӗсем

Мӑнкунсенче, чӳклемере

Хӑна-вӗрле, тӑван-пӗтен –

Ват йыш юрлать кӗрекере.

Унта чун йыхравне илтен.

Асли парать те пуҫласа,

Ҫумри ар сасӑ ҫӗкленет.

Ытти тӑнланӑ пуҫ тайса

Чӗркуҫленсе тимленӗ тет.

Йӑх-несӗле чӑмӑртакан

Сӑмах янранӑ юрӑра.

Вӑл халӑх гимнӗ пек паян

Упрантӑр пирӗн пурнӑҫра.

Тӗнче ҫутимӗр хӗвеле,

Турра сума сӑвать чӑваш,

Тату пурнать кӳршипеле,

Хӑйне сӑпай тытать, йӑваш.

Ял-йышпала атте-анне,

Ӗҫпе тӑванлӑх – пурте пур.

Ҫак пӗрлӗх пурнӑҫ асапне

Тӳсмешкӗн пулӑшнӑ маттур.

 

Алексей Никитин

Анне-аттепе телейлӗ

Анне аттепе телейлӗ,

Пире ҫуратнӑ савӑнма.

Кӑкӑр сӗчӗпе ӳстернӗ,

Ӑс-тӑн панӑ пурӑнма.

Пӗчӗкрен пысӑк пулатпӑр

Атте-анне пӑхнипе.

Пурнӑҫ ҫулӗпе утатпӑр

Вӗсен ырӑ пилӗпе.

Ывӑл-хӗрӗ чыс тусан

Атте чунӗ савӑнать.

Аш сӑмахсем каласан

Анне куҫӗ шывланать.

Атте-анне – кил ӑшши,

Пӗл эс ҫакна хаклама.

Ачисемшӗн – чун уҫҫи,

Манас марччӗ тав тума.

 

Антонина Тямина-Тав

Аннеме

Эс манран инҫе-инҫе, аннеҫӗм.

Ӑнсӑртран эп уйрӑлтӑм санран.

Тунсӑхлать, ҫунать вӗри чӗреҫӗм,

Алпа-ал, пӗрле пуласчӗ ман!

Юнашар манпа ялан тӑратӑн,

Сан йӑваш куллу хӑш чух салху.

Пӗтӗм ыйтӑва хурав паратӑн,

Пӗрмаях, ав, тӗрӗс сӑмаху.

Сан хӗрӳ инҫе-инҫе, аннеҫӗм,

Вӗренме вӑл уйрӑлчӗ санран.

Ӗмӗтсем ӑна инҫе чӗнеҫҫӗ,

Таврӑнӗ-ха, ҫитӗ, ан хурлан!

Тантӑшсем! Ак мӗн сире калатӑп:

Аннӗре ан манӑр нихӑҫан!

Юратма та упрама ыйтатӑп –

Пурнӑҫ лайӑх аннесем пулсан.

 

Юрий Сементер

Аннемӗрсем

Хӑй кӗввине калать хӗл каҫӗ

Ҫил ачисем вылянӑҫем...

Пӳртре сӑпка юрри юрлаҫҫӗ

Асран кайми аннемӗрсем.

 

Сар тенкине тӑкать шкул сачӗ,

Пӗлӳ тӗнчи сапать хӗлхем...

Кӑшт хурланса пӑхса юлаҫҫӗ

Асран кайми аннемӗрсем.

 

Ҫут ҫӑлтӑр витӗр курӑнаҫҫӗ

Эпир ҫӳрес ҫулсем-йӗрсем.

Пире чун варринче усраҫҫӗ

Асран кайми аннемӗрсем.

 

Шуракӑшсем ҫунат сулаҫҫӗ

Инҫе ҫӗре ӑсаннӑҫем...

Шуракӑш евӗр туйӑнаҫҫӗ

Асран кайми аннемӗрсем.

 

Василий Давыдов-Анатри

Асран тухмастӑн ӗмӗрне

Эх, аннеҫӗм, пӗртен-пӗр анне,

Эс пире ҫуратан, ӳстерен,

Ǎшӑтатӑн чуна-чӗрене,—

Ҫук санран ҫывӑх ҫын тӗнчере.

 

Пире эс вӗрентен, ӑс паран,

Эпир лайӑх пулсан савӑнан,

Ҫунатсем ҫитӗнсен, вӑй пухсан,

Инҫе, вӑрӑм ҫула ӑсатан.

 

Йывӑр вӑхӑт килсен пурнӑҫра,

Ачусемшӗн ҫунса хыпӑнан,

Вӑрттӑн, эпӗр сисмен хушӑран

Эс, мӑнтарӑн, куҫҫуль юхтаран.

 

Эх, аннеҫӗм, пӗртен-пӗр анне,

Эс тухмастӑн асран ӗмӗрне.

Йышӑнсам ачусен парнине —

Манӑҫми чун-чӗре юррине.

 

Василий Давыдов-Анатри

Анне

Кам-ха пире юратса,

Ачашласа, йӑпатса,

Чунне парса ӳстерет,

Ҫунат пиллет, вӗҫтерет?

— Анне.

 

—  Кам-ха эпир чирлесен,

Аран-аран вӗренсен,

Туслӑх мӗнне пӗлмесен

Пӑшӑрханать чӗререн?

— Анне.

 

Иван Малкай

Чи хаклӑ ҫын

Кам ирттернӗ маншӑн куҫ хупмасӑр

Ҫил-тӑманлӑ вӑрӑм каҫсене?

Эсӗ мар-и чӑтнӑ ҫывӑрмасӑр

Талӑкшарӑн, хаклӑ ҫын — анне?

Каламан эп пӗр усал сӑмах та

Сулхӑнраххӑн, сиввӗнрех пӑхса,

Калас марччӗ тетӗп нихӑҫан та

Пӗр хивре сӑмах та пурнӑҫра.

Ҫапла мар-и, хаклӑ ҫын — анне?


Светлана Асамат

Анне, аннеҫӗм…

Анне, аннеҫӗм,

Сан сӑнна пӗрре те

Курас килмест ман

Тӗксӗм те салху.

Йывӑр чухне те

Кӑмӑллӑн ҫӳретӗп,

Ҫапла пулма

Вӗрентнӗ эсӗ ху.

Каҫар, аннеҫӗм,

Чӑрсӑррӑн кулнишӗн,

Куҫӑмсенче телей

Шевли курса,

Манпа пӗрле

Хаваслӑн эс те савӑн,

Пурнӑҫӑма

Сӑмахсӑр ӑнланса.

Инҫе-инҫе

Вӑй-сассӑм янӑратӑр:

Эс панӑ туйӑм туптансах тӑрсан,

Ман чунӑм ҫӗр ҫинче

Ҫӗн йӗр хӑвартӑр.

Ман йӗр вӑл — санӑн,

Эс ҫавна туян.

 

Николай Васильев

Анне тата Çӗршыв

Вӑл пӗрре ҫех ҫак ҫӗр ҫинче.

Пӗр-ик сӑмах чуна выртмалӑх

Анне — ыр чун, Анне — ынатлӑх,—

Теес килет ман ун ҫинчен.

 

Анне пире пӑхса ӳстернӗ,

Вӑл панӑ пурнӑҫ ӑшшине.

Ыр тӗслӗхпе чуна витернӗ,

Ǎс-хал пилленӗ ӗмӗрне.

 

Анне тесе тата калатпӑр

Мухтавлӑ, ирӗк ҫӗршыва:

Сыхлатпӑр тимлӗн; вӑл — сывах!

Анне пекех ӑна саватпӑр.

 

Ҫак ик сӑмах пӗр пек янравлӑ,

Ҫак ик сӑмах пӗр ярӑмра.

Ҫак ик сӑмах ялан мухтавлӑ.

Ҫак ик сӑмах ялан асра.

 

Анне тесен, умра куратпӑр

Тӑван ҫӗршывӑн илемне,

Ҫӗршыв тесен, чунпа туятпӑр

Тӑван аннемӗр ҫунатне.


Денис Гордеев

Аннене

Сывлӑхна пӗлес килет, аннеҫӗм —

Ватӑ ӗнтӗ эсӗ, ҫитмӗлте.

Чун-чӗре киле ҫитме хистет-ҫке,

Пулӑп, тен, паян-ыран килте.

 

Пахчари чие халь ҫап-ҫарах-ши,

Ҫил сирмен-ши пас йӗпписене?..

Ун айнех эп юр ҫине ларасшӑн

Таврӑнсассӑн, ывӑннӑ енне.

 

Чӗререн вара эп аса илӗп

Ача чухнехи самантсене...

Ҫупӑрлам сана, юратнӑ килӗм,

Ҫупӑрлам сана, аннем, анне.

 

Юрий Петров

Мухтав сана, хӗрарӑм

Хӗвелпеле сӑнланнӑ илемӳ сан,

Асамлӑ туртӑму, сӑпайлӑху

Йӑхран йӑха чыс-сумлӑн упрануҫӑн —

Ҫӳле ҫӗклентӗн ҫулсерен эс ху.

 

Хӗрарӑм! Кӑмӑлу тин тухнӑ ҫулҫӑ,

Тин ӳкнӗ йӑлтӑр сывлӑм пек таса.

Юрать-ха саншӑн ӗмӗрлӗх тӗп пулчӗҫ

Нуша та пусмӑр, нишлӗх те асап.

 

Сирсе пӑрахрӗ тӑвӑллӑ Октябрь

Хӗн-хур чулне сан хулпуҫҫи ҫинчен,

Тасатрӗ куҫҫульне...

Чӑн юмахпа пӗр

Ялтрарӗ ирӗклӗ умри тӗнче.

 

Ҫӗршывӑм чӗртрӗ те телей чечекӗ

Хӑпартланса ҫӗкленнӗ кӑкӑрта

Кунсем тӳлек-и,

Ǎмӑр-и, сивлек-и —

Мӑнаҫлӑн утрӑн арҫынпа пӗр тан.

 

Ӗҫпе чап илтӗн, кӗрешсе ҫӗнтертӗн,

Сыхларӑн тӑнӑҫ пурнӑҫ таппине,

Ҫӗре те, Уйӑха та тӗлӗнтертӗн,

Эс кӗвӗҫтертӗн Марс пикисене.

 

Хаваслӑ, илӗртӳллӗ, ӑмсануллӑ

Сӑн-сӑпату, пин-пин чун-чӗрере

Хӗлхем чӗртсе, вырнаҫрӗ юратуллӑ

Кӗвве, ӳкерчӗке, сӑвва, тӗрре.

 

Хӗрарӑм! Пурнӑҫ гимнӗ евӗр эсӗ

Янра мӗн ӗмӗре, чыспа ҫутал.

Сана — тивлетлӗ инҫетсем чӗнеҫҫӗ,

Сана — кун-ҫул сунать телей, вӑй-хал.

 

 

Стихи в электронной библиотеке

Айдаш, Ю. Анне : [сӑвӑ] // Айдаш, Ю. Г. Сӑнсем : сӑвӑсем, поэма / Ю. Г. Айдаш. – Шупашкар, 1976. – С. 40. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001419.pdf

Ахун, В. Анне аллисем : [прозӑлла сӑвӑ] // Ахун, В. Хӑтлӑ ҫурт : прозӑлла сӑвӑсем, калавсем, тӗрленчӗксем / В. Ахун. – Шупашкар, 1977. – С. 10-11. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000172.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. "Эп ӗҫлерӗм ҫанна тавӑрса..." : [сӑвӑсем] / Ваҫлей Давыдов-Анатри // Ҫилҫунат. - 1997. - № 12. - С. 19 : сӑн ӳкерчӗк. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000541.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. Анне пехилӗ ; Мӗн пур хакли аннерен… ; Каҫар, анне : [сӑвӑсем] // Давыдов-Анатри, В. И. Сӑвӑсем / Василий Давыдов-Анатри. – Шупашкар, 1986. – С. 15, 19, 20. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000036.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. Атте-анне пире сыхланӑ : [сӑвӑ] // Давыдов-Анатри, В. И. Сӑвӑсем / Василий Давыдов-Анатри. – Шупашкар, 1986. – С. 19. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000036.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. Атте-анне ҫумне ларсан. Упра тӑван чӗлхемӗре. Чӑваш тӗрри. Поэт сасси : [сӑвӑсем] / Василий Давыдов-Анатри // Ялав. - 1997. - № 11. - С. 72. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000532.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. Атте-анне ятне яман : [сӑвӑсем] / Василий Давыдов-Анатри // Тӑван Атӑл. - 1983. - № 4. - С. 26-27. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000533.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. Атте-анне ятне яман : [сӑвӑсем] / Василий Давыдов-Анатри // Тӑван Атӑл. - 1983. - № 4. - С. 26-27. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000533.pdf

Давыдов-Анатри, В. И. Эп астумастӑп аттене ;  : [сӑвӑсем] // Давыдов-Анатри, В. И. Сӑвӑсем / Василий Давыдов-Анатри. – Шупашкар, 1986. – С. 16. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000036.pdf

Кушманов, Н. Аннене : [сӑвӑ] // Кушманов, Н. К. Кунҫул ытамӗнче : сӑвӑсем / Н. К. Кушманов. – Шупашкар, 1987. – С. 10-17. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001426.pdf

Сарпи, Р. Тавах сире, атте-анне : сонетсен кӑшӑлӗ / Раиса Сарпи. - Шупашкар : Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2006. - 32 с. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000615.pdf

Сементер, Ю. Амӑшӗн чунӗ ; Анне патне ярайман ҫыру ; Аннемӗрсем : [сӑвӑсем] // Сементер, Ю. Йӗс шӑнкӑрав : сӑвӑсем, поэмӑсем, юрӑсем / Юрий Сементер ; [В. П. Станьял ум сӑмахӗ]. – Шупашкар, 1991. – С. 25, 27, 37-38 ; 69, 231. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001333.pdf

Сементер, Ю. Анне : [сӑвӑ] // Сементер, Ю. Хуркайӑк ҫулӗ : сӑвӑ-юрӑ, баллада, легенда, поэма / Юрий Сементер. – Шупашкар, 2002. – С. 5. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000902.pdf

Сементер, Ю. Асаттеҫӗм : [сӑвӑ] // Сементер, Ю. Йӗс шӑнкӑрав : сӑвӑсем, поэмӑсем, юрӑсем / Юрий Сементер ; [В. П. Станьял ум сӑмахӗ]. – Шупашкар, 1991. – С. 37-38. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001333.pdf

Сементер, Ю. Чӑваш пики : юрӑсем / Ю. С. Сементер. - Шупашкар : Чувашия, 2002. - 160 с. – Из содерж.: Ылтӑн мар-ши эс, анне. - С. 56; Анне. - С. 69; Аннемӗрсем. - С. 96; Атте-аннен ҫуралнӑ кунӗ. - С. 98. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000906.pdf

Хусанкай, П. Анне : [сӑвӑ] // Хусанкай, П. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр! = Были мы, и есть, и будем! : [сӑвӑсем] / Петӗр Хусанкай ; [А. П. Хузангай хатӗрленӗ]. – Шупашкар, 1982. – С. 306-316. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001137.pdf

Хусанкай, П. Аннене : [сӑвӑ] // Хусанкай, П. Суйласа илнисем : виҫӗ томпа тухать / Петӗр Хусанкай. – Шупашкар, 1968 – 1-мӗш том : Сӑвӑсем / [М. Сироткин умсӑмахӗ]. – 1968. – С. 349-350. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/khpp_0_0000120.pdf

Юмарт, Г. Аннене : [сӑвӑ] // Юмарт, Г. Ф. Тивӗҫ : сӑвӑсем / Геннадий Юмарт ; [Э. М. Юрьев ӳнерҫӗ]. – Шупашкар, 1969. – С. 5-6. http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000082.pdf