Главная страница Духовное наследие Литература Новые книги о Чувашии: Архив Книги о истории, этнографии, археологии Чувашии: Архив Дубров, Гурий Егорович. Туя туй пек тãвар-и

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
Чебоксары - 550 лет

Новые книги о Чувашии: Архив : Книги о истории, этнографии, археологии Чувашии: Архив : Дубров, Гурий Егорович. Туя туй пек тãвар-и

Дубров, Гурий Егорович. Туя туй пек тãвар-и

[йãла-йěркесем] / Гурий Дубров, Юрий Перепелкин. - Красноармейски : Издат. çурчě, 2007. - 79, [1] с., [2] л. фот. : портр.; 20 см.[Давайте сыграем свадьбу : чувашские обычаи и обряды].


Кашни çыннăнах пурнăçра яланлăхах асра юлакан самантсем пулаççě. Çав самант унăн малашлăхне чылай енчен татса парать. Ку вăл - мăшăрлану, çемьеллě пурнăçа йěркелесе яни. Туй - ял халăхěн ырă хушăвě, пěр-пěрне ăнланса пурăнас тытăмě. Халăх ăна яланах чаплăн чыслама тăрăшать. Чăвашсен çемье çавăрнă вăхăтра пулса иртекен йăла-йěрки ěлěк-авалтан асамлă пěлтерěшлě пулнă. Халě вара вěсенчен чылайăшě: хулăм парасси, сурпан çыхасси, хушпу тăхăнасси, каччăна тумлантарасси, кěрỳ минтерěпе саламачě, хěр йěрри тата ытти туй йăли-йěркисем (мешехисем) манăçа юлса пыраççě.

Кěнекере Трак тăрăхěнче ěлěкренпе пыракан туйăн йăла-йěркисем çинчен тěплěн çырса кăтартнă. Унта хальхи ватăсен аса илěвěсем тата мăн аслашшěсемпе асламăшěсенчен илтсе юлнă пысăк пěлтерěшлě йěркесем тěп вырăн йышăнаççě. Çавăн пекех кěнекере юратупа мăшăрсем çинчен калакан ваттисен сăмахěсемпе тата салтака ăсатас йăла-йěркепе паллашма пулать.