Главная страница Духовное наследие Литература Предания, фольклор Сказки и легенды Уйӑх тупни (Как ловили Луну)

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
Чебоксары - 550 лет

Чувашский фольклор : Сказки и легенды : Уйӑх тупни (Как ловили Луну)

Пĕр карчăкпа старик пурăннă, тет. Калăм каçхине карчăкĕ шыв ăсма тухнă, тет те, çăлта уйăх, курнă, тет. Хăранипе пӳрте чупса кĕрсе, старике каласа пачĕ, тет, ку.

Старикĕ турчăка илчĕ, тет те, карчăкĕпе уйăха çăлтан кăларма тухса чупрĕç, тет. Вĕсен турчăки çăл пуринчен çакланса ларнă, тет те, ну туртаççĕ, тет. Турчăкин аври тухса каять, тет те, карчăкĕ пĕр çĕре, старикĕ тепĕр çĕре сирпĕнсе каяççĕ, тет. Турчăки шыва шăмпăлт! тутарса анса каять, тет.

Старикĕ тăнă чух тӳпери уйăха курах каять, тет, вара карчăкне, хулпуççинчен кăт! тĕксе:

— Ах, мур! Пӳрте лартам теттĕм краççын вырăнне. Тухса хăпарса тарчĕ, шельмă! — терĕ, тет.

 

Уйӑх тупни :[чӑваш халӑх юмахӗ] // Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. – Шупашкар, 1973. – Т. 2 : Юмахсем – С. 328.