Пӗр ҫын кӗтӳ кӗтнӗ тет. Вӑл Асамат ятлӑ пулнӑ. Пӗррехинче унӑн шыв урлӑ каҫмалла пулнӑ. Ниепле те каҫма ҫук тет. Туррӑн хӗрӗ пулӑшма шутланӑ. Пиҫӗххине салтнӑ та, эрешлӗ-мерешлӗ, тӗрлӗ тӗслӗ кӗпер пулса тӑнӑ. Вара Асамат выльӑххи мӗнӗпе каҫнӑ тет ҫав шыв урлӑ. Ҫавӑнтанпа Асамат кӗперри теҫҫӗ ӑна, ҫӳмӑр хыҫҫӑн тухать вӑл.
Асамат кӗперӗ // Мифсем, легендӑсем, халапсем / Е. С. Сидорова пухса хатӗрленӗ. – Шупашкар, 2004. – С.85.