Главная страница Духовное наследие Литература Предания, фольклор Чувашские пословицы

Чувашская сеть культурного наследия
Архивы Чувашии, ГУ
Архивная служба Чувашии
Библиотеки Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Дворцы культуры Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Музеи Чувашии
Театры
Перечень театров Чувашии
Театры
Театры
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики
Театры
Государственное унитарное предприятие Чувашской Республики
Знаменательные и памятные даты Чувашии

Чувашский фольклор : Чувашские пословицы

Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, сутмалли юмахсем = Чувашские пословицы, поговорки и загадки: Полный текст

Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ; пĕрле пурăннине мĕн çитĕ. И многое разойдется, и малого достанет, а что может сравниться с общей жизнью.
Çăкăр-тăвар хире-хирĕç. Хлеб и соль взаимны.
Кÿршĕ-аршă аякри тăванран паха. Соседи дороже дальних родичей.
Ырă йывăç усал çимĕç кÿни çук. Не бывает того, чтобы хорошее дерево принесло дурные плоды.
Лайăх ят мултан та паха. Добрая слава ценнее богатства.
Юлташсăр çын тымарсăр йывăç пек. Человек без друзей, что дерево без корней.
Пĕччен пуç пĕшкĕнет, ушкăн йыш ут утланать. Одинокий голову долу клонит, а кто в артели – на коня садится.
Кĕтÿрен юлнă сурăх кашкăр кулли пулать. Отставшая от стада овца становится добычей волка.
Юлташран уйрăлăн – пĕр çул йĕрĕн, кил-йышăнтан уйрăлăн – вун çул йĕрĕн, ял-йышăнтан уйрăлăн - ĕмĕр йĕрĕн. С другом расстанешься – один год будешь плакать, с семьей разлучишься – десять лет будешь плакать, от народа отделишься – весь век будешь плакать.
Халăх сурсан кÿлĕ тăвать. Народ плюнет – озеро образуется.
Пур пĕрле, çук – çурмалла. Что есть – вместе, чего нет - пополам.
Усал çынпа çула ан тух. Не бери себе в спутники дурного человека.
Çынтан сахал илсе нумай пар. Бери у людей мало, но давай много.
Куçпа курнине пурне те алăпа тытаймăн. Невозможно объять всего, что видишь глазами.
Ака уйăхĕнчи ыйхă - авăн уйăхĕнчи хуйхă. Сон во время сева – горе во время молотьбы.
Мĕн акнă, вăл шăтать. Что посеешь, то и взойдет.
Çулман курăк утă мар. Нескошенная трава не сено.
Пĕлмен – пĕр сăмах, пĕлсен – çĕр сăмах. Не ведаю – одно слово, знаешь – сто слов потребуется для объяснения.
Укçапа пуйиччен туспа пуй. Не запасайся деньгами, а запасайся друзьями.
Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр. Пусть будет сто друзей, нежели сто рублей.
Шанчăклă тусăн хакĕ çук. Надежный друг цены не имеет.
Туслă тус тепĕр тăванран аванрах. Близкий друг лучше иного родича.
Ыраш çапма пиллĕкĕн лайăх, кукăль çиме иккĕн лайăх. Молотить рожь хорошо впятером, а пироги есть - вдвоем.
Хытă çыннăн пÿрнине кассан та юн тухмасть. Отруби у скряги палец, и то кровь не потечет.
Пуянтан ыйтиччен ырă çынтан ыйтма хушнă. Чем просит у богатого, велено просить у доброго.
Усал йытă ураран çыртать, усал çын пуçа çиет. Злая собака за ногу кусает, а дурной человек может голову погубить.
Вăрлаканăн пĕр çылăх, çухатаканăн çĕр çылăх. На укравшем один грех, за потерпевшим сто грехов.
Кашкăрпа каварла, анчах пăшална авăрла. С волком уговаривайся, а ружье заряжай.
Тăшман йăпăлтатса хур тăвать, тусу тавлашса ыр тăвать. Враг лебезит да поразит, друг ругает да помогает.
Уй куçлă, вăрман хăлхаллă. Поле с глазами, лес с ушами.
Ик турта хушшине икĕ лаша кÿлмеççĕ. Между двух оглобель невозможно запрячь двух лошадей.
Кушака кулă, шăшие вилĕм. Кошке забава, мышке смерть.
Куçпа курсан урапа тар. Увидишь глазами, беги ногами.
Курманнин курас килнĕ, курнин хăсас килнĕ. Кто не видел, тому хочется видеть, кто видел, того претит.
Сĕрмен урапа йывăр кусать. Без смазки колесо плохо вертится.
Вăтанман юмăç пулнă, ÿркенмен ăста пулнă. Бесстыжий становится знахаркой, неленивый - мастером.
Çул çÿреме сатур кирлĕ, вăрçă вăрçма паттăр кирлĕ. В пути нужны отважные, на поле брани нужны богатыри.
Вăрçă чарăнсан паттăр нумай. После войны героев много.
Паттăрăн пуçĕ выртнă, тараканăн йĕрĕ выртнă. Храбрый голову сложил, беглец след проложил.
Кушака çĕнсе шăши айне пулнă. Одолел кошку, но был побежден мышью.
Хура çăкăр çиекен ниçта та хур пулман. Кто ест черный хлеб, тот нигде не пропадет.
Сурăх ылханĕ кашкăра çитмест. Овечье проклятье волку не вредит.
Çип ăçтан çинçе, çавăнтан татăлать. Нить в тонком месте рвется.
Чавса çывăх та, çавăрса çыртмалла мар. Близок локоть, но не повернешь и не укусишь.
Инкекпе синкек хушши пĕр утăм анчах. От беды до несчастья лишь один шаг.
Çук вăрçтарать, пур култарать. Бедность вызывает брань, богатство доставляет веселье.
Малтан хăйне асла хуракан кайран кĕçĕн пулнă. Кто сначала считает себя страшим, тот потом станет младшим.
Вĕре пĕлмен йытă яла кашкăр кÿнĕ. Неумело лающая собака в деревню волка приводит.
Паракантан ил, çапакантан тар. Бери, когда дают, бегу, когда бьют.
Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр килмест. Жизнь не без поворотов.
Хура халăхăн хура тăпра çине урине чикмесен хырăмĕ тăранаймасть. Простой народ не может себя прокормить, не поработав на черной земле.
Ахăракан ăйăр акара пусăрăнать. Резвый жеребец на пашне укрощается.
Пÿрт-çурт тытма тăн-пуç кирлĕ. Чтобы управлять домашним хозяйством, нужен разум.
Пăсасси çăмăл та, тăвасси хĕн. Разрушить легко, а построить труднее.

 

Из книги: Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, сутмалли юмахсем = Чувашские пословицы, поговорки и загадки / сост. Н. Р. Романов ; В. П. Станьял ; [Н.Р. Романов пухса хатӗрл. ; В.П. Станьял умсӑмахӗ]. - [2-мӗш клр.]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2004. - 351 с. : портр. - На чуваш., рус. яз.