Главная страница Духовное наследие Литература Предания, фольклор Чувашские пословицы

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
365 дней с выдающимися людьми Чувашии

Чувашский фольклор : Чувашские пословицы

Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, сутмалли юмахсем = Чувашские пословицы, поговорки и загадки: Полный текст

Пословицы и поговорки о языке

Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ; пĕрле пурăннине мĕн çитĕ. И многое разойдется, и малого достанет, а что может сравниться с общей жизнью.
Çăкăр-тăвар хире-хирĕç. Хлеб и соль взаимны.
Кÿршĕ-аршă аякри тăванран паха. Соседи дороже дальних родичей.
Ырă йывăç усал çимĕç кÿни çук. Не бывает того, чтобы хорошее дерево принесло дурные плоды.
Лайăх ят мултан та паха. Добрая слава ценнее богатства.
Юлташсăр çын тымарсăр йывăç пек. Человек без друзей, что дерево без корней.
Пĕччен пуç пĕшкĕнет, ушкăн йыш ут утланать. Одинокий голову долу клонит, а кто в артели – на коня садится.
Кĕтÿрен юлнă сурăх кашкăр кулли пулать. Отставшая от стада овца становится добычей волка.
Юлташран уйрăлăн – пĕр çул йĕрĕн, кил-йышăнтан уйрăлăн – вун çул йĕрĕн, ял-йышăнтан уйрăлăн - ĕмĕр йĕрĕн. С другом расстанешься – один год будешь плакать, с семьей разлучишься – десять лет будешь плакать, от народа отделишься – весь век будешь плакать.
Халăх сурсан кÿлĕ тăвать. Народ плюнет – озеро образуется.
Пур пĕрле, çук – çурмалла. Что есть – вместе, чего нет - пополам.
Усал çынпа çула ан тух. Не бери себе в спутники дурного человека.
Çынтан сахал илсе нумай пар. Бери у людей мало, но давай много.
Куçпа курнине пурне те алăпа тытаймăн. Невозможно объять всего, что видишь глазами.
Ака уйăхĕнчи ыйхă - авăн уйăхĕнчи хуйхă. Сон во время сева – горе во время молотьбы.
Мĕн акнă, вăл шăтать. Что посеешь, то и взойдет.
Çулман курăк утă мар. Нескошенная трава не сено.
Пĕлмен – пĕр сăмах, пĕлсен – çĕр сăмах. Не ведаю – одно слово, знаешь – сто слов потребуется для объяснения.
Укçапа пуйиччен туспа пуй. Не запасайся деньгами, а запасайся друзьями.
Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр. Пусть будет сто друзей, нежели сто рублей.
Шанчăклă тусăн хакĕ çук. Надежный друг цены не имеет.
Туслă тус тепĕр тăванран аванрах. Близкий друг лучше иного родича.
Ыраш çапма пиллĕкĕн лайăх, кукăль çиме иккĕн лайăх. Молотить рожь хорошо впятером, а пироги есть - вдвоем.
Хытă çыннăн пÿрнине кассан та юн тухмасть. Отруби у скряги палец, и то кровь не потечет.
Пуянтан ыйтиччен ырă çынтан ыйтма хушнă. Чем просит у богатого, велено просить у доброго.
Усал йытă ураран çыртать, усал çын пуçа çиет. Злая собака за ногу кусает, а дурной человек может голову погубить.
Вăрлаканăн пĕр çылăх, çухатаканăн çĕр çылăх. На укравшем один грех, за потерпевшим сто грехов.
Кашкăрпа каварла, анчах пăшална авăрла. С волком уговаривайся, а ружье заряжай.
Тăшман йăпăлтатса хур тăвать, тусу тавлашса ыр тăвать. Враг лебезит да поразит, друг ругает да помогает.
Уй куçлă, вăрман хăлхаллă. Поле с глазами, лес с ушами.
Ик турта хушшине икĕ лаша кÿлмеççĕ. Между двух оглобель невозможно запрячь двух лошадей.
Кушака кулă, шăшие вилĕм. Кошке забава, мышке смерть.
Куçпа курсан урапа тар. Увидишь глазами, беги ногами.
Курманнин курас килнĕ, курнин хăсас килнĕ. Кто не видел, тому хочется видеть, кто видел, того претит.
Сĕрмен урапа йывăр кусать. Без смазки колесо плохо вертится.
Вăтанман юмăç пулнă, ÿркенмен ăста пулнă. Бесстыжий становится знахаркой, неленивый - мастером.
Çул çÿреме сатур кирлĕ, вăрçă вăрçма паттăр кирлĕ. В пути нужны отважные, на поле брани нужны богатыри.
Вăрçă чарăнсан паттăр нумай. После войны героев много.
Паттăрăн пуçĕ выртнă, тараканăн йĕрĕ выртнă. Храбрый голову сложил, беглец след проложил.
Кушака çĕнсе шăши айне пулнă. Одолел кошку, но был побежден мышью.
Хура çăкăр çиекен ниçта та хур пулман. Кто ест черный хлеб, тот нигде не пропадет.
Сурăх ылханĕ кашкăра çитмест. Овечье проклятье волку не вредит.
Çип ăçтан çинçе, çавăнтан татăлать. Нить в тонком месте рвется.
Чавса çывăх та, çавăрса çыртмалла мар. Близок локоть, но не повернешь и не укусишь.
Инкекпе синкек хушши пĕр утăм анчах. От беды до несчастья лишь один шаг.
Çук вăрçтарать, пур култарать. Бедность вызывает брань, богатство доставляет веселье.
Малтан хăйне асла хуракан кайран кĕçĕн пулнă. Кто сначала считает себя страшим, тот потом станет младшим.
Вĕре пĕлмен йытă яла кашкăр кÿнĕ. Неумело лающая собака в деревню волка приводит.
Паракантан ил, çапакантан тар. Бери, когда дают, бегу, когда бьют.
Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр килмест. Жизнь не без поворотов.
Хура халăхăн хура тăпра çине урине чикмесен хырăмĕ тăранаймасть. Простой народ не может себя прокормить, не поработав на черной земле.
Ахăракан ăйăр акара пусăрăнать. Резвый жеребец на пашне укрощается.
Пÿрт-çурт тытма тăн-пуç кирлĕ. Чтобы управлять домашним хозяйством, нужен разум.
Пăсасси çăмăл та, тăвасси хĕн. Разрушить легко, а построить труднее.

 

Из книги: Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, сутмалли юмахсем = Чувашские пословицы, поговорки и загадки / сост. Н. Р. Романов ; В. П. Станьял ; [Н.Р. Романов пухса хатӗрл. ; В.П. Станьял умсӑмахӗ]. - [2-мӗш клр.]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2004. - 351 с. : портр. - На чуваш., рус. яз.

Пословицы и поговорки о языке

Ал-ура – ӗҫлеме, ик хӑлха – итлеме, пӗр чӗлхе – пуплеме (Руки-ноги для работы, два уха для слуха, а для разговоров один язык), с. 93.

Йытӑпа йытӑ вӗрсе паллашать, ҫынпа ҫын пуплесе паллашать (Собаки знакомятся по лаю, а люди – в беседах), с. 91.

Калаҫса пӑхнишӗн чӗлхе ҫӗтӗлместь (Поговорить с человеком – язык не изорвется), с. 91.

Куҫа хирӗҫ куҫ, чӗлхене хирӗҫ чӗлхе (Око за око, язык за язык), с. 102.

Куштан ҫыннӑн чӗлхи вӑрӑм (У коштана язык долгий), с. 25.

Нумай калаҫнин усси ҫук (Нет пользы в многословии), с. 98.

Ҫемҫе чӗлхе ҫу ҫинче (Льстивый язык масло облизывает), с. 99.

Ҫӗленпе калтан чӗлхи пӗр (У змеи и ящерицы язык один), с. 30.

Ура такӑнсан, чӗркуҫҫи ыратать, чӗльхе йӑнӑшсан, пуҫа лекет (Нога споткнется, колена больно; язык ошибется голове достается), с. 98.

Ӳт чӗлхенӗн шӑмми ҫук, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук (Язык без костей, в правдивом слове лжи нет), с. 99.

Чӗлхе Атӑла та картлать, теҫҫӗ (Язык может даже Волгу перегородить, – говорили раньше), с. 102.

Чӗлхе вичкӗн те, сӑмахӗ мӑка (Язык у него острый, да слова тупые), с. 93.

Чӗлхе Мускава ҫитерӗ (Язык до Москвы доведет), с. 91.

Чӗлхе кӗреҫе мар (Язык не лопата), с.102.

Чӗлхе, ярсан, ял касать (Если дать языку волю, он будет шнырять по всей деревне), с. 95.

Чӗлхеллӗ ҫын Чӗмпӗре ҫитнӗ (Умеющий говорить до Симбирска дошел), с. 91.

Чӗлхепе Атӑла та пӗвелеме пулать, тенӗ (Языком и Волгу можно запрудить, говорят), с. 102.

Чӗлхепе мар, ӗҫпе мухтан (Старайся прославиться не языком, а делом), с. 89.

Чӗлхепе чӗке тӑва хӑпарнӑ, хӳри  хӑмӑшран хӑпайман (Языком на крутую гору взобрался, только хвост в камышах застрял), с. 89.

Чӗлхӳпе калаҫма ан васка, ӗҫне тума васка (Не спеши языком, поспешай делом), с. 93.

Шӑмӑсӑр чӗлхе шӑмӑ хуҫать (Язык без кости, а кости ломает), с. 94.

Эпир ӳксе вилсен, мӗн юлать? – Ҫак калаҫнӑ чӗлхе, ҫав юлать  (Если внезапно мы умрем, что же останется после нас? – Наш разговорный язык останется навеки), с. 90.

Этем калаҫса паллашать (С помощью языка люди знакомятся), с. 91.

Ялан ҫӳресен, чӗлхе уҫӑлать  (Когда часто выезжаешь, язык развивается), с. 64.

Из книги: Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, сутмалли юмахсем = Чувашские пословицы, поговорки и загадки / Н. Р. Романов пухса йӗркеленӗ. – Шупашкар : Чӑваш АССР гос. изд-ви, 1960. – 360 с. : портр.

Автан калаҫма та пӗлместь те, ун чӗлхине пурте ӑнланаҫҫӗ, с. 64.

Ал-ура – ӗҫлеме, ик хӑлха – итлеме, пӗр чӗлхе – пуплеме, с. 158

Алӑсене ҫыхма пулать, чӗлхене ҫыхаймастӑн, с. 158.

Армути чӗлхеллӗ мар, пыл чӗлхеллӗ пул теҫҫӗ, с. 158.

Ача чӗлхине амӑш пӗлет, с. 355.

Вӗренмен ҫын хӑй чӗлхине те лайӑхах ӑнланмасть, с.230.

Вут-кӑварӑн, чӗлхи вӑрӑм, с. 27

Вут чӗлхисӗр вут ҫунмасть, с. 28.

Ӗне сӗчӗ чӗлхинче, чӑх ҫӑмарти сӑмсинче, с. 66.

Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче, с. 66.

Ӗнен чӗлхи пысӑк та, калаҫма пӗлместь, с. 66.

Йӑпӑлти чӗлхе икӗ енлӗ кастарать, с. 206

Йӑпӑлти чӗлхе йӑпар тытнӑ, с. 206.

Калас чӗлхе ан пултӑр, утас утӑм ан юлтӑр, с.160.

Кукшапа кукша яланах пӗр чӗлхе тупаҫҫӗ, с. 257.

Куштан ҫыннӑн чӗлхи вӑрӑм, с. 241.

Лаша чӗлхи лаша ҫаврать, с. 80.

Нуша пӑва пуҫласан чӗлхесӗр те сас парӗ, с. 149.

Пӗрремӗш усал – усал чӗлхе, иккӗмеш усал – усал арӑм, виҫҫӗмӗш усал –усал кӳршӗ, тӑваттӑмӗш усал- усал тӑван, с. 35.

Пӗчӗк кӑна чӗлхе пысӑк ҫынна хур тӑвать, с.182.

Пупӑн чӗлхи ҫемҫе те, алли хытӑ, с. 295.

Савнипе калаҫма чӗлхене сарӑ ҫу сӗрмелле, с. 156.

Ҫӗлен-калтан чӗлхи пӗр, с. 93.

Ҫӗленпе калтан чӗлхи пӗр, с.94.

Ҫын чӗлхине чарас ҫук, с. 166.

Тӗнчене чӗлхе тытса тӑрать, с. 20.

Тепӗр чух чӗлхене те ҫыртма пӗлни кирлӗ, с. 100.

Ула курака чӗкеҫ чӗлхи килӗшместь, с. 87.

Усала та, ырра та пӗр чӗлхе калать, с. 39.

Усалӑн алли вӑрӑм, айванӑн чӗлхи вӑрӑм, с. 40.

Усал чӗлхе пуҫа кастарать, с. 168.

Усал чӗлхеллӗ ҫын ҫӗр ҫинче малалла каяймӗ, с. 168.

Усал чӗлхерен тарса хӑтӑлаймӑн, с. 168.

Хӗрарӑм чӗлхи арман ҫунатти мар, часах чарса лартаймӑн, с. 375.

Хӗрарӑм чӗлхи кӗҫӗллӗ, с. 375.

Хӗрарӑм чӗлхи кӗҫетсех тӑрать, с. 375.

Хӗрарӑм чӗлхи хӗрӗх аршӑн, с. 375.

Хӗрарӑм чӗлхи хӗрӗх юплӗ, с. 375.

Хӗрарӑм чӗлхи – чакак хӳри, с. 375

Хӗрарӑм чӗлхи чакак хӳринчен те вӑрӑмрах, с. 375.

Хӗрарӑм чӗлхи шӑнӑрлӑ, с. 375.

Хӗрарӑм чӗлхине хӗҫ те витмен, с. 375.

Чакак ҫӑварӗнче чарак ҫук, с. 91.

Чакак чӗлхине пула чапа тухнӑ, с. 91

Чакакӑн чӗлхи хӳринчен те вӑрӑм, с. 91.

Чее тилӗ хӳрипе улталать, чее этем чӗлхипе улталать, с. 77.

Чӗкеҫ хӳри юплӗ, ҫӗлен чӗлхи юплӗ, с. 92.

Чӗкеҫ чӗлхи чӗл ыйтать, с. 92.

Чӗкеҫ чӗлхине савалама кирлӗ мар, с.92.

Чӗкеҫ ятлӑ пулмасан та чӗкеҫ чӗлхиллӗ пул теҫҫӗ, с. 92.

Чӗлхе айӑпӗ каҫан ҫинче каҫӑнать, с.169.

Чӗлхе айӑпне ҫурӑм тӳсет, с. 169.

Чӗлхе арӑслан пек: тыта пӗлсен – тӗк тӑрать, вӗҫерӗнсен – тӗк татать, с. 169.

Чӗлхе арманӗ пушӑлла та авӑрать, с. 169.

Чӗлхе Атӑлата картлать, с. 169.

Чӗлхе вӗҫӗнче сӑмаха чӗлпӗрлесе чарма ҫук, с. 169.

Чӗлхе вӗҫне килни пуҫа килет теҫҫӗ, с. 169.

Чӗлхе вӗҫҫӗн чӗкеҫ тытаймӑн, с. 169.

Чӗлхе каснине чул чӑтман, с. 169.

Чӗлхе кӗреҫе мар, с. 169.

Чӗлхе кӗҫӗтсен чӗлӗм пӑхпа сӗр, с. 169.

Чӗлхе мӗн каланине пуҫ пӗлсе тӑтӑр, с. 169.

Чӗлхе Мускава та ҫитерӗ, с. 170.

Чӗлхе пӑснине алпа юсаймӑн, с. 170.

Чӗлхе пӗлсен пытарнӑ мул та тупӑнать, с. 170.

Чӗлхе пӗлсен чӗкеҫпе те калаҫма пулать, с. 170.

Чӗлхе пулсан ҫул та тупӑнать, с. 170.

Чӗлхе пур – халӑх пур, чӗлхе ҫук – халӑх ҫук, с. 170.

Чӗлхе пуҫран ан ирттӗр, с. 170.

Чӗлхе-ҫӑвар япшар пулсан курайман ҫын та ҫул парать, с. 170.

Чӗлхе ҫивчӗ те, хӑйӑ чӗлме юрамасть, с. 170.

Чӗлхе ҫил арманӗ мар, пушӑла та авӑрать, с. 170.

Чӗлхе ҫинчи сӑмах чӗкеҫ пулса вӗҫеть, с. 170.

Чӗлхе таҫта та ҫитернӗ, с. 170.

Чӗлхе тӑрантарать, с. 170.

Чӗлхе Чӗкӗ тӑва кайнӑ, хӳри кӗл ҫинче ларнӑ, с. 170.

Чӗлхе чӗлпӗрне алӑран ан вӗҫерт, с. 170.

Чӗлхе чуна пӑвать теть, с. 170.

Чӗлхе шӑллӑ та мар, ҫапах чуна кӑшлать, с. 170.

Чӗлхе ярсан ял касать, с. 170.

Чӗлхеллӗ пул та, йӗркеллӗ пул, с. 170.

Чӗлхеллӗ пуличчен чӗлхесӗр пул, с. 170.

Чӗлхеллӗ ҫын Чӗмпӗр тытнӑ тет, с. 170.

Чӗлхеллӗ ҫын Чӗмпӗре ҫитнӗ, с. 170.

Чӗлхеллӗ ҫын Чӗмпӗрте те вилмен, с. 170.

Чӗлхеллӗ чӗкеҫ шӑпчӑкран ирттернӗ, с. 170.

Чӗлхен тӑпси ҫук, ҫӑварӑн ывси ҫук, с. 170.

Чӗлхен чаракӗ ҫук, с. 170.

Чӗлхен шӑмми ҫук, с. 170.

Чӗлхене ирӗке ан яр тенӗ, с. 170.

Чӗлхене карта тытман, с. 170.

Чӗлхене пӑх хырма туман теҫҫӗ, с. 170.

Чӗлхене тислӗк хырма туман, калаҫма тунӑ, с. 170.

Чӗлхене шӑл хушшинче тыт, с. 170.

Чӗлхене шӑлпа тытмалла теҫҫӗ, с. 170.

Чӗлхепе арман та авӑртма пулать те, ҫӑнӑхӗ ҫеҫ тухас ҫук, с. 170.

Чӗлхепе мар, ӗҫпе мухтан, с. 170.

Чӗлхепе тӑрӑ шыва мӑшкӑлтӑк тунӑ, с. 170.

Чӗлхепе тыр выракан чӗл ҫӑкӑр та тупайман, с. 170.

Чӗлхепе Чӗке тӑва хӑпарнӑ хӳри хӑмӑшран хӑпайман, с. 171.

Чӗлхере пыл, чӗрере пӑр теҫҫӗ, с. 171.

Чӗлхерен сӳтӗк ҫын ӗҫӗпе те питех мар, с. 171.

Чӗлхесӗр выльӑх чӑтать ҫав, с. 171.

Чӗлхесӗре чӗл параҫҫӗ, с. 171.

Чӗлхесӗрӗн чӗнес килет, урасӑрӑн утас килет, с. 171.

Чӗлхесӗрпе хӑлхасӑр – пуринчен те ҫылӑхсӑр, с. 171.

Чӗлхеҫӗн чӗлхи ҫӗтӗк, с. 171.

Чӗлхӗнте пулсан утвитне пар, сан чӗлхӗне тытса касас ҫук, с. 171.

Чӗлхи вӑрӑм ҫыннӑн ӗмӗрӗ кӗске, с. 171.

Чӗлхи ҫемҫе те, алли хытӑ, с. 171.

Чӗлхине чарайман чакак пуҫне ҫинӗ тет, с. 171.

Чӗлхӳ вӑрӑм пулсан шӑл хушшине хӗстер, с. 171.

Чӗлхӳ тӗк тӑрсан пуҫу сывӑ юлӗ, с. 171.

Чӗлхӳне ан иртӗнтер, с. 171.

Чӗлхӳне чӗлпӗртен ан вӗҫерт, с. 171.

Чӗлхӳпе васкиччен ӗҫӳпе васка, с. 171.

Чӗре ҫинче мӗн, чӗлхе ҫинче ҫав, с. 136.

Чикан чӗлхи илес мар ҫӗртен илтерӗ, с. 277.

Чуну ырӑ пултӑр, чӗлхӳ ҫемҫе пултӑр теҫҫӗ, с.138.

Шухӑшламан чухне ҫав ҫӳретӗп, шухӑшласан чӗлхем ҫыхланать, с. 142

Ыр ҫын тути пыл, чӗлхи – ҫу, с.41.

Юмӑҫ чӗлхи парне парсан ҫеҫ юмахлать, с. 296.

Юмӑҫ чӗлхи чул касать, с. 296.

Юмӑҫ чӗлхи япшар пулать, с. 296

Ваттисен сӑмахӗсем / Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ; О. Н. Терентьева пухса хатӗрленӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2007. – 493 с. – (Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ = Чувашское народное творчество; тӑваттӑмӗш кӗнеки).