Главная страница Духовное наследие Литература Предания, фольклор Чувашские народные игры Тинĕс хумханать

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
365 дней с выдающимися людьми Чувашии

Чувашский фольклор : Чувашские народные игры : Тинĕс хумханать

Вылякансем 7-рен пуçласа 30 ачана çитиччен пулма пултараççĕ. Вăйă валли тÿрем вырăн суйласа илмелле. Вылякансем, алран алла тытăнса, пысăк карта тăваççĕ. Кунсăр пуçне, кашни ачиех, йĕр туртса, çав карта тулашĕнче хăйне валли пĕчĕк ункă ÿкерет. Пĕрин кăна («хуралçин») ун пек çаврашка пулмасть.

Шăпа ярса палăртнă «хуралçă» карта тулашĕнче çÿрет. «Тинĕс хумханать, тинĕс хумханать»,— текелесе, кама та пулин çурăмĕнчен пырса тĕртет. Хăй малаллах утать, çапнă ачи хăй вырăнĕнчен тухса ун хыççăн пырать. «Хуралçă» çапла пур ачине хăй хыççăн ертсе каять, утнă май тĕрлĕ хускану тăвать, ыттисем те ун пекех хуçкаланаççĕ (хăвăрт е вăрах утаççĕ, вĕçнĕ пек туса, аллисене сулкалаççĕ, кукленсе лараççĕ т. ыт. те.).

Сасартăк «хуралçă»: «Тинĕс лăпкă»,— тесе, камăн та пулин çĕр çинче чĕрсе тунă ункине йышăнма ыткăнать, ыттисем те çапла тума васкаççĕ, анчах та вырăн кашнинех çитмест. Кам вырăнсăр юлнă, вăл «хуралçă» пулать.

 

Чувашские народные игры »»»