Главная страница Духовное наследие Литература Предания, фольклор Чувашские народные игры Сăмах пăсмалла

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
365 дней с выдающимися людьми Чувашии

Чувашский фольклор : Чувашские народные игры : Сăмах пăсмалла

Ку вăййа таçта та выляма пулать. Вăл хăлхана çивĕчлетме пулăшать. Пĕр вăхăтрах 8—10 ача выляма пултарать.

Пурте пĕр рете ларса тухаççĕ. Чи малта лараканни юнашаррине хăлхинчен пĕр-пĕр сăмах калать, лешĕ илтнĕ сăмахне вăрттăн хăй кÿршине пĕлтерет, виççĕмĕшĕ — тăваттăмĕшне, тăваттăмĕшĕ тата малалла ăсатать. Ертсе пыраканĕ пĕрремĕш ачи каланă сăмаха вăрттăн ыйтса пĕлет те малтан — вĕçĕнче лараканнинчен, кайран ыттисенчçн: «Эс мĕн илтрĕн?»—тесе ыйтать.

Кам йăнăш калать, çав кая кайса ларать, нихăшĕ те йăнăшмасть пулсан, чи малтин кая кайса лармалла.

Вăйăра сăмаха пĕр хутчен çеç каламалла, юнашар лараканĕ мĕн илтет, кÿршине çавна пĕлтерет.

 

Чувашские народные игры »»»