Главная страница Духовное наследие Литература Предания, фольклор Чувашские народные игры Пытанмалла

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
365 дней с выдающимися людьми Чувашии

Чувашский фольклор : Чувашские народные игры : Пытанмалла

Çулла та, хĕлле те выляççĕ. Вылякансен шучĕ тĕрлĕрен. Вылясса та тĕрлĕрен выляççĕ.

1

Ачасем вăйă картине тăраççĕ. Сăвă каласа е урăхла шăпа ярса пĕри варрине тухать. Юрлаççĕ:

Кĕпĕрле, кĕпĕрле!
Кĕпĕр-кĕпĕр çÿрерĕн,
Картасенчен тухмарăн,
Сад улмине пĕтертĕн,
Симĕс хăяр хăвармарăн,
Йÿçĕ сухан çимерĕн,
çакă пулать хăш ачи?
Чи вăрăмми, çинçешки,
Чи кахалли, наянни —
Ванюк! (Кунта вăйă варринче тăракан ача ятне калаççĕ.)

Варринчи ачи куç хупать, 10—15 таран сасăпа шутлать е пĕр-пĕр шут сăвви калать. çав хушăра ыттисем пытанса пĕтеççĕ. Ку шырать. Чи малтан тупнă ачи вăйă карти варрине тăраканĕ (хураллаканĕ) пулать. Каллех юрлаççĕ, каллех пытанаççĕ.

2

Шăпа ярса хуралçă уйăраççĕ. Куç хупса (е шут такмакĕ каласа) тăнă хушăра ыттисем пытанаççĕ. Хуралçин шăпăрин патакки пур. Кама тупать, çавăн ятне асăнса хурал юпине патакпа çапать, лешсем хуралçă сисиччен хăйсене çăлма тăрăшаççĕ: сиксе тухаççĕ те патакне илсе: «Хамшăн шăпăрин!» — теççĕ. çăлăнни тупни шутланать.

Хуралçин пурне те тупмалла. Унсăрăн каллех хурала юлать. Пурне те тупсан, кама малтан тупнă, çавă хурала тăрать.

3

Амăшĕсене суйласа, шăпа ярса ачасем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ. Пĕрисем пытанаççĕ, теприсем шыраççĕ. Пытанаканĕсенчен пĕри кук! тесе кăшкăрсан шырама тытăнма юрать. Тупсан çапла калаççĕ:

Эй, кăркка куç Мишша,
Эсĕ ав çавăнта,
Сик тух, шăв!

Тупиччен сиксе тухса харпăр хăйне çăлма пулать. Апла пултăр тесен çак сăмахсене каламалла:

Лутăрчăк, лутăрчăк,
Лутăр-лутăр лутăрчăк,
Катка çÿллĕш анчах пул!
Кăна лутăрчăк туни теççĕ.

Лутăрчăк лутра пул тенине пĕлтерет имĕш.

 

Чувашские народные игры »»»