Çуллахи уявсенче вылякан вăйăсенчен пĕри. Икĕ каччă е икĕ хĕр тавлашса вылямалла вăйă. Иккĕшне пилĕк таран михĕ тăхăнтараççĕ те юнашар тăратаççĕ. Вĕсен умне, 5—6 метр виçсе, пĕр-пĕр паллă лартаççĕ. çаксен, михĕпе сиксе, çав паллă тавра кайса çаврăнмалла. Кам маларах сиксе тухать, çав çĕнтернĕ шутланать.
Çак вăййах пысăк ушкăнпа та выляма пулать. Ачасем икĕ ушкăна пайланаççĕ те черетпе михĕ тăхăнса сикме пуçлаççĕ. Хăш ушкăн малтан сиксе тухать, çавă — çĕнтерÿçĕ.
Шăпа ярса е шутласа, мечĕкпе перекеннине палăртаççĕ. çерем çинче е юр çинче ыттисем çавра йĕр туса тарса тухаççĕ.
Кашни ача аллинче мечĕкрен хÿтĕленме ятарласа тунă лапатка евĕрлĕ патак е хăма татки. Шăпа тухнă ачи мечĕк илсе варрине кĕрет те çаврара тăракан ачасене пеме пуçлать. Кама лекет, çавă перекенни пулать, малтанхи ачи ун вырăнне йышăнать. Ачасем хăма таткипе е лапаткапа çеç хÿтĕленме пултараççĕ, унпа мечĕке аяккалла çапса яраççĕ. Тепĕр чухне, мечĕкĕ юнашарах ÿксен, хăрах урине кăна вырăнтан хускатса, ăна, патакĕпе хăйсем патнелле туртса илсе, питĕ аякка çапса яраççĕ. Вăйă питĕ çивĕч, хускануллă иртет.