Çулла пурара, хĕлле пÿртре выляççĕ. Шĕвĕр япалапа йĕр туртса çерем çинче (е урайĕнче тăват кĕтеслĕх тус) выляма юрать.
Пиллĕкĕн выляççĕ. Тăваттăшĕ пĕрер кĕтесре тăрать, пĕри — хуралта (варринче). Варринчи хушсан вылякансен харпăр хăй кĕтесĕсенчен тухса тепĕр кĕтес йышăнмалла. çав хушăра варринче тăраканĕ те вырăн тупма тăрăшать. Кам кĕтессĕр юлать, вăл — хуралçă.
Кĕтес улăштарма хушакан юрă:
Сик-сик, кĕтес, сик, кĕтес,
Сикмессерен — пĕр кĕтес.
Малти кĕтес, кайри кĕтес,
Сулахай кĕтес, сылтăм кĕтес —
Мана пуласси хăш кĕтес?
Сик, кĕтес!
Кĕт-кĕтес, кĕт-кĕтес!
Кĕтнĕ çиме Самарук!
Сик, кĕтес! Сик, кĕтес!
Шăпăрчăк чăрр!
Ак çапла та калаççĕ:
— Сик, куç! Сик, куç! Сик, кĕтес!
Кĕтесри:
— Улăшас! (Кĕтес улăштараççĕ.)
Е урăхла калаççĕ:
— Хваттер яратни?
Кĕтесри:
— Пушă мар, хăнасем пур. («Ĕне пăруланă», «Чирлĕ çын пур» т.ыт.те теме пулать.) Хурал (тепĕр кĕтесе пырса):
— Хваттер яратни? Кĕтесри:
— Яратăп.
Тата урăхла калама та май пур:
— Хваттер яратни?
— Ямастăп.
— Эсĕ яратни?
— Ямастăп.
— Эсĕ яратни?
— Ямастăп.
— Эсĕ яратни?
— Ямастăп.
— Эппин, ман качакана куртăн-и?
— Сан качаку ман картари купăстана &çисе янă. Эпĕ ăна сутса ятăм.
— Апла пулсан тÿле укçа.
Кĕтесре тăраканни çÿлелле пĕр-пĕр япала ывăтать. Вăл ÿкиччен кĕтес улăштараççĕ. çĕнĕрен юлнă хуралçă ÿкнĕ япалана хуçине илсе парать те вăйă çĕнĕрен пуçланать.
Кун пек те калаçаççĕ:
— Кĕтес тарас?
— Ав (тепĕр кĕтеселле кăтартать).
— Кĕтес тарас?
— Улăшас!