Ку вăййа тĕрлĕ çулхи ачасем выляма пултараççĕ. Чи малтанах ертсе пыраканнипе ĕç хушакан ачана шăпа ярса суйламалла. Ун хыççăн ачасем юнашар ларса тухаççĕ. Пурте урисене малалла тăсса хураççĕ. Вăййа ертсе пыраканĕ миçеччен шутламаллине ыйтать. Ачасем пĕр число калаççĕ те ертсе пыраканни шутлама пуçлать. çапла майпа вăл йĕркипе ачасен пушмакĕсене хывса илет. Каярахпа вара ĕç хушакан ачин куçне хуплаççĕ те: «Кăна мĕн тутаран?» — тесе ыйтаççĕ. Лешĕ вара пĕр-пĕр ĕç хушать. Ёçне тусан ачасен пушмакĕсене каялла параççĕ, урисене тăхăнтарса пĕтереççĕ.
Вăйă тĕслĕхĕ: «3» число каланă пултăр. «Пĕрре, иккĕ, виççĕ» — çав ачан пушмакне хывса илет. Унтан малалла çапла майпа шутласа пурин пушмакĕсене те хывса пĕтерет. Ĕç хушаканни вара: «Юпа патне чупса кайса кил», — тесе хушать. Ача чупса кайса килнĕ хыççăн ăна пушмакне параççĕ. çапла майпа (пурте ĕç тунă хыççăн) хăйсен пушмакĕсене каялла илеççĕ. Вăййа кайран тепĕр хут выляс тесен çĕнĕрен шăпа ямалла.
Ку вăййа урăхла выляма та пулать. Ачасем юнашар лараççĕ. Вăййа ертсе пыраканĕ ачасен пушмакĕсене шутласа хывса пырать. Хывса пĕтернĕ хыççăн тепĕр ачи тухса (мала) ларать. Ертсе пыраканни: «Ку пушмакне кама паран?» — тесе ыйтса пырать. Ку ачи: «çавна (ача ятне калать) паратăп», — тет. Пушмакĕсене тăхăнтарса пĕтерсен кам çĕнтерни паллă. çĕнтерÿçĕ ĕнтĕ хăш ачи икĕ пушмакне те хăйĕннех тăхăнни пулать. Малалла вара вăййа ертсе пыраканни çав çĕнтернĕ ачи пулать.