Ку — сăмах тупмалли вăйă. Пĕри ачасен умне тухса сăмах туптарать. Анчах вăл малтан сăмахĕ мĕне пĕлтернине, мĕнле саспаллипе пуçланса мĕнле саспаллипе пĕтнине, кирлех пулсан, миçе саспаллирен тăнине асăрхаттарать. Тĕслĕхрен, хула ячĕ «А» саспаллирен пуçланать те «К» саспаллипе пĕтет. Ачасем черетпе хăйсен сăмахĕсене калаççĕ, сăмахĕ тĕрĕс пулсан, ыйтаканни айккинелле чупса тарать. Тĕрĕс сăмах тупаканнин часрах: «Гали, гали, стоп!» — тесе кăшкăрмалла. Вара ыйтаканни патне çитме миçе утăм кирлине каламалла та, çавăн чухлĕ утăм пусса ун патне çитмелле. çав утăмсемпе çитсен, вăл ыйтаканни пулать, çитеймесен хăйĕн вырăннех каять.
Количество играющих: от 4 до 25 человек.