Çулла 3—6 ача вылямалли вăйă. Ытларах çерем çинче е урамра выляççĕ. Шĕвĕр япалапа çĕр çине пĕр тăваткал (енĕ — 50 см) чĕреççĕ, чăн варрине пĕр пĕчĕк лакăм тăваççĕ те ун çине шит тăршшĕ патак (чушка) хураççĕ. Унсăр пуçне кашни выляканăн 60—80 см тăршшĕ патак пур, хăшĕ-пĕри ăна илемлетсе тăвать. Вăйă пуçлаканнине шăпа ярса е шутласа палăртаççĕ. Кая юлаканĕ «ухмаххи» пулать. Вăйă пуçлаканĕ лакăм çинче выртакан чушкăна хăйĕн патакĕпе çĕклесе илет те хыттăн айккинелле çапса ярать. «Ухмаххи» хăвăрт чупса кайса çав чушкăна илсе таврăнать, 3 метртан тăваткал ăшне перет. Чушки тăваткала кĕрсе ÿксен хайхи «ухмаххи» çапаканни пулать, тепри «ухмаха» юлать. Анчах та çапса янă чушкăна «ухмаххи» сывлăшрах ярса тытсан вăл тÿрех çапаканни вырăнне йышăнать, лешĕ чушкă хыççăн чупаканни пулать.