Главная страница Духовное наследие Литература Предания, фольклор Чувашские народные игры Чулла / Камешки

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
365 дней с выдающимися людьми Чувашии

Чувашский фольклор : Чувашские народные игры : Чулла / Камешки

Чулла (1-мĕш варинат)

Ку вăййа иккĕн е ытлараххăн урамра та, пÿлĕмре те выляма пулать. Кашни выляканăн вăрман мăйăрĕ пысăкăш 5-шер чул катăкĕ пулмалла. Вăйăра 5 ĕç (хускану) пулса иртмелле.

1. Çĕр çинче речĕпе 5 чул катăкĕ выртать, вĕсен хушши 5-6 см. Пĕр чул катăкне сылтăм алăпа илеççĕ те 50 см çÿллĕшне ывăтаççĕ, çав вăхăтрах теприне алла илсе аялалла ÿкекеннине тытса ĕлкĕрмелле. Тытнă чул катăкне айккинелле хураççĕ. çак майпа пур чул катăкне те тытма тăрăшаççĕ.

2. Чул катăкĕсене икшер хурса тухаççĕ. Пиллĕкмĕш чул катăкне çÿлелле ывăтаççĕ те иккĕшне алла илсе ÿкекеннине тытса ĕлкĕреççĕ. Икĕ чул катăкне айккинерех хураççĕ. Малалла та çав майпах выляççĕ.

3. Тепрехинче пĕр çĕре виçĕ чул катăкĕ юнашар хураççĕ, пĕрне - уйрăм.

Пиллĕкмĕшне çÿлелле ывăтса виççĕшне ал тупанĕ çине илмелле, ÿкекеннине тытса ĕлкĕрмелле. Малалла та çаплах вылямалла.

4. Ал тупанĕ çинче 4 чул катăкĕ. Пиллĕкмĕш чул катăкне виçĕ пÿрнепе тытаççĕ те çÿлелле ывăтаççĕ. çав вăхăтра 4 чул катăкне çĕр çине хурса, ÿкекеннине тытса ĕлкĕреççĕ.

5. Пилĕк чул катăкĕ те ал тупанĕ çинче. Вĕсене пурне те çÿлелле ывăтаççĕ те тĕрлĕ майсемпе тытма тăрăшаççĕ. Кам миçе чул катăкĕ тытать, çавăн чухлĕ очко пухать.

Вăйă йĕрки. Вылякан пĕр-пĕр чул катăкне тытаймасан хăй черетне ирттерсе ярать. çĕнĕрен черет çитсен çав вырăнтанах выляма тытăнать. Ачасем малтанах хăш алăпа (сулахай е сылтăм) тытмалли çинчен калаçса татăлаççĕ.

Вăйă хатĕрĕсем. Чул катăкĕсем (е юман йĕкелĕсем, вăрман мăйăрĕсем, пробка евĕр çаврашкасем).


Камешки (1-й вариант)

Количество игроков — от двух и более. Играть можно и в комнате и на улице. У каждого играющего по 5 камешков размером с лесной орех. В игре 5 действий.

1. 5 камешков лежат на земле, расстояние между ними — 5-6 см. Один камешек берут правой рукой и подбрасывают его вверх на 50 см, в это время необходимо взять другой камешек и поймать падающий. Пойманный камешек откладывают в сторону. Так продолжается до тех пор, пока не будет пойман и отложен в сторону пятый камешек.

2. Камешки складывают по два. Пятый камешек подбрасывается, а в это время необходимо взять два камешка и поймать падающий. В сторону откладывают два камешка. Снова берут другие два камешка и ловят падающий. В сторону откладывают два камешка. Снова берут другие два камешка и ловят падающий.

3. На земле в одной кучке 3 камешка, а в другой — 1. В правой руке игрока еще один камешек, его подбрасывают. В это время необходимо взять один камешек и поймать падающий. Пойманный камешек откладывают в сторону. Затем враз берут три камешка и ловят падающий.

4. В ладошке — 4 камешка. Пятый камешек берут большим, указательным и средним пальцами и подбрасывают вверх, а в это время четыре камешка кладут на землю и ловят падающий.

5. Все 5 камешков — в руке. Их подбрасывают и стараются поймать в пригоршню. Сколько поймает, столько очков у игрока и будет.

Правила игры. Если игрок на каком-нибудь этапе не поймает камешек, то пропускает ход. Продолжая игру, свой ход он начинает с того момента, когда не поймал камешек. Игроки заранее договариваются, какая рука будет рабочей (правая или левая).

Материал. Камешки (или желуди, лесные орехи, пробковые, поролоновые шарики и т.п.).

Чулла (2-мĕш вариант)

Вылякан ача чул катăкĕсене хăй умне хурса тухать. Хăш чул катăкĕпе вылямаллине юлташĕнчен ыйтать. Унтан чул катăкне сылтăм алла илсе сулахаййипе виçнĕ пек тăвать (шĕвĕр пÿрнине вăта пÿрни çине утлантарса «хапха» тăвать). Суйланă чул катăкне çÿлелле ывăтнă хушăра тепĕр чул катăкне хапхана кĕртме тăрăшать, ÿкекеннине тытса ĕлкĕрет. Ытти чул катăкĕсемпе те çавăн пек туса ирттерет. Чул катăкĕсене çĕре ÿкермесĕр тыта канни çĕнтерет.

Вăйă йĕрки. Вылякан пер-пĕр хусканура чул катăкне тытаймасан хăй черетне ирттерсе ярать. çĕнĕрен черет çитсен çав вырăнтанах выляма тытăнать.

Вăйă хатĕрĕсем. 5 чул катăкĕ (е йĕкелсем, поролон чăмăрккисем т. ыт. те).


Камешки (2-й вариант)

Игрок раскладывает перед собой камешки. Затем берет один из пяти камешков правой рукой и подбрасывает его вверх. Пока он не упал, игрок правой рукой проталкивает камешек из кучки в воротца левой руки (при постановке руки: указательный палец лежит на среднем, средний — на безымянном). После чего ловит падающий камешек. Таким образом, играющий должен протолкнуть все камешки, лежащие на земле. Побеждает тот, кто не уронит камешек.

Правила игры. Если игрок на каком-нибудь этапе не поймает камешек, то пропускает ход. Продолжая игру, свой ход начинает с того момента, когда не поймал камешек.

Материал. 5 камешков (или шишки, желуди, поролоновые шарики, пробки и т.п.).

 

Чувашские народные игры »»»