Главная страница Духовное наследие Литература Предания, фольклор Чувашские народные игры Çĕрĕ пытарни

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
365 дней с выдающимися людьми Чувашии

Чувашский фольклор : Чувашские народные игры : Çĕрĕ пытарни

Вылякансем йĕркипе ларса тухнă. Ертсе пыраканĕ çĕрĕ валеçет. çав вăхăтра пĕр ачи аякка кайса ларнă. çĕрĕ валеçсе пĕтерсен, ăна чĕнсе илеççĕ. Унăн çĕрĕ камра пулнине пĕлмелле. Пĕлсен, иккĕшĕ вырăнсемпе улшăнаççĕ, пĕлеймесен, малтанхи вырăнах кайса лармалла. Пĕр 5—6 хут вылянă хыççăн та çĕрĕ камра пулнине пĕлеймесен, ăна «качча параççĕ» е «авлантараççĕ», урăхла каласан, «сутаççĕ».

Ертсе пыраканĕ тата çĕрĕ илнисем ачасенчен аяккарах кайса алăри пилĕк пÿрнине те арçын е хĕрача ячĕсене хурса тухаççĕ. Вара шыраканнинчен ыйтаççĕ.

— Ку пÿрнипе мĕн тăватăн?

— Вутă татма яратăп.

— Ку пÿрнипе мĕн тăватăн?

— Шыв ăсма яратăп.

Малалла та çавăн пекех. Юлашкинчен шыраканнин пĕр «пÿрнине» «качча параççĕ» е «авлантараççĕ». Вăйă малалла пырать. Шыраканĕ - урăх ача.

 

Чувашские народные игры »»»