Ку вăййа тĕрлĕ вырăнта, тĕрлĕ вăхăтра выляма пултараççĕ. Выляма çĕрĕ е пĕчĕк япала (тÿме, патак) кирлĕ.
Ачасем юнашар ларса тухнă. Асли çĕрĕ валеçет, çĕррине пĕрне çеç парать. Вара вĕçĕнче ларакан ача патне пырать те аллине çапать:
— Çĕрĕ камра?
Лешĕ хуравлать. Тĕрĕс каласассăн, вăл çĕрĕ валеçекен вырăнне йышăнать, пĕлеймесессĕн — хăй вырăнĕнчех юлать, вăйă малалла тăсăлать.