Главная страница Духовное наследие Литература Предания, фольклор Чувашские загадки Хатӗрсем, килти япаласем = Орудия труда, домашние вещи

Чувашская сеть культурного наследия
Архивная служба Чувашии
Публичные библиотеки Чувашии
Перечень ДК Чувашии
Музеи Чувашии
Перечень театров Чувашии
Знаменательные и памятные даты Чувашии
Чебоксары - 550 лет

Чувашские загадки

Тимӗр шӑллӑ карчӑк, ури сенкӗ пек, пур тӗнчене тӑрантарать, анчах хӑй выҫах пурӑнать. ( Баба-яга, вилами нога, весь мир кормит, а сама го­лодна) АКАПУҪ .ПЛУГ

Тарламасть, такӑнмасть, сӗлӗ парсан сӗлӗ ҫимест, киреметрен хӑрамасть (Не потеет, не спотыкается, овса не ест, киреметя не боится). ТРАКТОР

Иккӗн чупаҫҫӗ, иккӗн хӑвалаҫҫӗ, пӗрне-пӗри ҫитеймеҫҫӗ (Двое бегут, двое догоняют, никогда не догонят). УРАПА.ТЕЛЕГА

Хӗлле хӗлӗпех ӗҫлет, ҫулла хӑяккӑн выртать (Зимой все работа­ет, а летом на боку лежит). ҪУНА.САНИ

Кӗрт-кӗрт тӑрӑх кӗвӗнет, юртан шурӑ пулап тет; ҫине-ҫине ҫапсассӑн ҫеп-ҫемҫе пулӑп тет (По сугробам протянется, белее снега хочет быть; если часто поколачивать, станет совсем мягким).ПИР. ХОЛСТ

Хирелле кайнӑ чух ялалла пӑхать, яла кӗнӗ чух хирелле пӑхать. (Идя в поле, смотрит в деревню, идя в деревню, смотрит в поле). КУТАМККА.КОТОМКА

Тӗпсӗр лутка аш тулли (Бездонная кадка наполнена мясом).ПӲРНЕСКЕ.НАПЕРСТОК

Вӑталӑх ывал тимӗр шӗлепке вӑхӑтӑн тӑхӑнать (Средний сы­нок по временам надевает железную шляпу). ПӲРНЕСКЕ.НАПЕРСТОК

Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ пӗр кӗрет те пӗр тухать (Пес сталь­ной с хвостом пеньковым проворно входит и выходит). Йӗппе ҫип. Иголка с ниткой

Кайнӑ чух юрла-юрла, килнӗ чух хӑса-хӑса (Отправляются с песней, возвращаются с блевотиной). ВИТРЕ.ВЕДРО

Кӑвакал шыв ҫинче, хӳри ту ҫинче (Утка на воде, а хвост на горе). КУРКА.КОВШ.

Пӗчӗккеҫҫӗ кинӗм пур, килен-каян чуптӑвать (У меня есть ма­ленькая сношенька, все приходящие целуют ее). КУРКА.КОВШ.

Атӑл варринче авӑн ҫунать (Посреди Волги овин затопили). СӐМАВАР. САМОВАР.

Хура каччӑ сарӑ хӗре ыталать (Смуглый парень обнимает ру­сую девушку). УХВАТПА ЧӲЛМЕК. УХВАТ И ГОРШОК

Ҫак пӳртре мӗн ытла? (Что в этой избе лишнее?) ҪӲПӖ. СОР

Урасӑр утать, алӑсӑр шаккать (Без ног ходит, без рук стучит). СЕХЕТ.ЧАСЫ

Хӑй шӑллӑ, анчах ҫыртмас (Сам с зубами, но не кусается) (ПУҪ ТУРИ. РАСЧЕСКА)